04 марта 2016 г.
Хĕрпе каччă тĕл пулаççĕ:
_ Санпа паллашнăранпа ĕçейми, çиейми, чĕлĕм туртаймиех пултăм, _ тет каччи.
_ Кай, ухмах, мана çаплах хытă юрататăн-и?
_ Уншăн мар. Укçа ним илме çитми пулчĕ.
х х х
Шăл тухтăрĕ пỹлĕмĕнчен тухать те пăшăрханнипе каллĕ-маллĕ утса çỹрет, ĕнсине хыçать. Медсестра ăна:
_ Мĕн пулчĕ ара, Петр Иванччă? Пысăк йывăрлăх килсе тухрĕ-им? _ тет.
_ Питĕ пысăк йывăрлăх çав. Клиентăн укçи тем чухлех, пачки-пачкипе, шăлĕсем вара пурте йĕркеллĕ, сып-сывах.
х х х
Банкомат патне пĕчĕк ывăлне çавăтнă хĕрарăм пырать.
_ Çиччас укçа илетпĕр те магазина кĕретпĕр, канихвет илĕпĕр, _ тет ачине. Банкомат картине лартать те укçа илет.
Ачи вара:
_ Анне, унта атте ларать-им? _ тет.
х х х
Хĕрарăмсем калаçаççĕ:
_ Калăр-ха, мĕншĕн сирĕн кушак ĕнер питĕ хытă çухăрчĕ?
_ Эпĕ ăна шыва кĕртрĕм.
_ Эпĕ те хамăнне хăш чухне çăватăп, анчах манăн ун пек кăшкăрмасть.
_ Эсĕ ăна пăрса типĕтместĕн-и вара?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)