АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Митта Ваçлейĕ _ райхаçат никĕслевçи. Е историнче çырман йĕркесем ан юлччăр.

04 марта 2016 г.

 

Малалли.

Ăна уншăн пирĕн, патăрьелсен, çĕре çити пуç таймалла. Апла пулин те çак патриот пухнă тата тĕпченĕ материалсенчен Митта ăçта-ăçта ĕçлени, çỹрени, пурăнни пĕтĕмпех паллă мар. Çывăх çыннисен тата тус-юлташĕсен аса илĕвĕсем тăрăх кăна тĕшмĕртме май пур. Вĕсенче те пăтратнă вырăнсем тупăнаççĕ. Паллах, вĕсене пĕтĕмпех тишкерес тĕллев тытмастăп. Митта Ваçлей пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчемелле те тĕпчемелле-ха! Мана Митта Ваçлей Патăрьел район хаçатне килсе вăй хуни ялан интереслентернĕ. Çавăнпа сăмаха çав юхăмпах чуптарам.

"Ваçлей 1928 çулта педтехникумран вĕренсе тухрĕ. Ун хыççăн Чăваш Республикинчи Тикеш, Хутар (Вăрнар районĕ. Авт.), Арапуç шкулĕсенче, редакцисенче, радиокомитетра, Чăвашгизра ĕçлерĕ", _ çырать Митта мăшăрĕ Нонна Еремеева хăйĕн асаилĕвĕнче. Куратпăр ĕнтĕ, ку пĕтĕмĕшле сăмахсенчен нимех те уçăмлă мар.

1930 çул патне таврăнар. Вулăссемпе уессене пĕтерсе çĕнĕ административлă пайланусем _ районсем _ туса хуни виçĕ çул çитет. Партипе правительство вĕсене совет влаçĕн аялти шайри тĕп никĕсĕ тесе палăртаççĕ, кунта мĕн пур пурлăхпа финанс базине çирĕплетеççĕ, агитаципе массăллă ĕç тăвакан тĕп центр тесе палăртаççĕ. Умма лартнă задачăсене пурнăçлама коллективлă пропагандист тата коллективлă агитатор кирлине те лайăх ăнланнă большевиксем. Çавăнпа августăн 11-мĕшĕнче партин Тĕп комитечĕ "Промышленноçлă тата уйрăмах ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннă районсенчи район хаçачĕсен сетьне аталантарасси тата çирĕплетесси çинчен" постановлени кăларнă. Ăна пурнăçлас тĕлĕшпе сентябрĕн 9-мĕшĕнче Патăрьел районĕн (1927_1935 çулсенче _ Аслă Патăрьел районĕ) парти бюровĕн ларăвĕнче те ыйту çĕкленнĕ. Унта райхаçат редакцийĕпе типографи валли çурт-йĕр уйăрса пама палăртнă. Çак уйăхăн 28-мĕшĕнчех пилĕк çынтан редакци коллегине çирĕплетнĕ, редакторĕ пулма парти райкомĕн агитмассăллă ĕç пайĕн заведующине, Çĕнĕ Ахпỹрт çыннине Федор Федорович Румянцева уйăрса хунă. Редколлеги йышне комсомол райкомĕнчен Сергеева, райĕçтăвкомран Янаслова, райпрофсоветран Сальянскине, кỹршĕри Шăнкăртам наци районĕнчен пĕр представителе кĕртнĕ.алалли

Н. ЛАРИОНОВ. Раççей Журналистсен Союзĕн чле- нĕ, Митта Ваçлей преми лауреачĕ. (Вĕçĕ çитес номерсенче).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика