АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çĕр улми-2016" курав ĕçлерĕ

04 марта 2016 г.

 Ĕнер, мартăн виççĕмĕшĕнче, Шупашкарти "Экспо-Контур" комплексра регионсем хушшинчи "Çĕр улми - 2016" VIII курав ĕçлеме пуçларĕ. Вăл икĕ куна тăсăлчĕ.

Ăна республикăри ял хуçалăх министерстви, А. Лорх ячĕллĕ Раççей ял хуçалăх академийĕн çĕр улми хуçалăхĕн Пĕтĕм тĕнчери тĕпчев институчĕ, "Агро_Инноваци" предприяти пуçарнипе йĕркеленĕ. Кунта хутшăнакансем "иккĕмĕш çăкăра" туса илнĕ çĕрте усă куракан хальхи технологисемпе, çĕнĕлĕхсемпе, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, килĕшỹсем çырма пултарчĕç. Куравпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев та паллашнă. Вăл мероприятие килнисене саламланă май çĕр улми туса илекенсене тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă.

_ Пирĕн халь тĕп тĕллев _ çулталăкне 1-1,5 млн тонна çĕр улми туса илесси тата тупăш кĕртесси, _ тенĕ Михаил Васильевич. Вăл "иккĕмĕш çăкăр" коммерци тĕлĕшĕнчен тупăшлине, çавăн пекех ял хуçалăх производствине патшалăх паракан пур пулăшу та сыхланса юлнине палăртнă.

Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ В. Николаев Чăваш Ен яланах тымар çимĕç культурине туса илессипе аван ĕçленине, ахальтен мар ĕнтĕ халăхра "иккĕмĕш çăкăр" тесе хисепленине каланă.

Кăçалхи форума 22 регионти тата Беларус Республикинчи 83 экспонент хутшăннă. Куравра çĕр улми вăрлăхне те туянма май пулнă.

Пĕлсе тăма:

Чăваш Ен çĕр улми туса илессипе Раççейре лидерсенчен пĕри. "Çĕр улми" курав йĕркеленĕренпе халăха 300 тонна ытла вăрлăх сутнă. Хулара пурăнакансен тата хăнасен пирĕн тăрăхра лайăх çи- тĕнекен "иккĕмĕш çăкăрăн" 30 тĕрлĕ сортне туянма май пулнă. Курава хутшăнакансем вара Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи тата ют çĕр шывсенчи çĕр улмин 100 тĕрлĕ ытла сорчĕпе паллашма пултарнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика