04 марта 2016 г.
Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ, Шупашкарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта тата хулари электромеханика колледжĕнче пулнă.
РФ Премьер-министрĕпе Дмитрий Медведевпа пĕрле ĕçлĕ çулçỹреве Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, РФ Правительствин Председателĕн çумĕ Ольга Голодец, РФ ĕçпе социаллă хỹтлĕх министрĕ Максим Топилин, РФ вĕрентỹ министрĕ Дмитрий Ливанов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта Премьер-министр электрон базипе тата халăха патшалăх пулăшă- вĕсемпе тивĕçтерекен рессурсемпе паллашнă. Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Дмитриев хăйĕн сăмахĕнче учрежденийĕн çитĕнĕвĕсенчен пĕри _ халăха вăхăтра ĕçпе тивĕçтернин кăтартăвĕ лайăх пулни тесе палăртнă, хушма мерăсем паракан ятарлă программăсем ĕçсĕррисен шутне чакарма май панине асăннă. Регионти пысăк хула программăсене кĕрсе юлнă предприятисем хушма мероприятисен ĕçне кỹлĕннине палăртнă, экономикăри уйрăм кăтартусене те çитĕнỹсем тума витĕм кỹнине асăннă. Çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута кайнă, çынсене валли пысăк квалификациллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленнĕ. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарта 2010 çулта ĕçсĕррисен кăтартăвĕ 9 процентпа танлашнă пулнă, паянхи кун вара кăтарту 5 процент çеç, лару-тăру ырă еннелле улшăнса пыни куçкĕретех. Халăха патшалăхăн пахалăхлă пулăшусемпе тивĕçтерес тесе электронлă майпа черет Центрта йĕркеленĕ. Раççейре ĕç порталĕ вăя кĕни те питĕ усăллă халăхшăн. Ку базăра пĕтĕмпех çĕршывсенчи халăха ĕçпе тивĕçтерекенсем хăйсем пирки тĕрлĕ сĕнỹ тăратнă. 2015 çулта 33 пин çын Центр витĕмĕпе хăйсен пĕлĕвне тĕрлĕ енлĕн аталантарса ỹстернĕ. РФ Премьер-министрне тухса çỹрекен мобильлĕ центр ĕçĕпе паллаштарнă, аякра вырнаçнă ялсене çитсе халăха патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕпе тивĕçтерни пирки каласа кăтартнă. Дмитрий Медведев кун пек ĕçсене пысăка хунă: "Чăваш Енре çакăн пек йĕркеленĕ ĕçе пуçласа куратăп. Питех те меллĕ. Тухса çỹрекен офиссем аякра вырнаçнă çынсем валли усăллă", _ тенĕ вăл. Шупашкарти электротехника колледжĕнче РФ Правительствин Председателĕ HTEC HAAS Tehcnical Education Center техника енĕпе ĕçлекен центрпа тата "ЭЛАРА" валли хатĕрлесе кăларакан пысăк технологиллĕ ĕçсене пурнăçлама специалистсем пулма вĕрентекенсемпе паллашнă. Студентсем кунта тарăн пĕлỹ пухаççĕ, производство валли хатĕр специалистсем пулаççĕ. Вĕренекенсем чылайăн: вĕсем _ шкул ачисем, аслă çулсенчи çынсем, республикăри предприятисемпе организацисенчен ятарлă специалистсем, РФ ытти субъекчĕсенчен те пĕлỹ пухас текенсем сахал мар. Вĕсене кунта Мускавран вĕренсе килнĕ, пысăк тавракурăмлă специалистсем вĕрентеççĕ. 2008 çултанпа пĕтĕмпе учрежденирен 1150 çын вĕренсе тухнă. Дмитрий Медведев кунта вĕренекенсемпе тата вĕсене пĕлỹ паракансемпе тĕл пулса калаçнă.
Хăнасем Ресурс центрĕпе те кăсăкланнă. 2013 çулта Г.А. Ильенко ячĕллĕ "ЭЛАРА" наука-производство комплексĕ 6 млн тенкĕлĕх витĕм кỹнине кура çĕнĕ центр йĕркеленĕ. Специалистсене валли кирлĕ пек пур хатĕре те вырнаçтарнă. Учрежденире пĕлỹ пухас текенсен шучĕ çулсерен ỹссе пыни те сисĕнет. Пĕтĕмпе колледжра 2500 çын вĕренет. Кăçалтан колледж çумĕнчи регионсем хушшинчи çĕнĕ центр хута кайĕ. Ытларах промышленноç тата инженер технологи енĕпе специалистсене хатĕрлеме тĕл- лев лартнă. Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ министрĕ Дмитрий Ливанов калаçу вăхăтĕнче Чăваш Республикине ырланă, професси пĕлĕвĕ парассипе ыттисемпе танлаштарсан тухăçлă ĕçленине асăннă. "Палăртма кăмăллă, шкултан 9-мĕш класран вĕренсе тухакансенчен 55 проценчĕ техникумсене вĕренме çул тытать. Пĕлỹ илнĕ хыççăн, тỹрех ĕçе вырнаçаççĕ. Калас пулсан, коллеждран вĕренсе тухакансенчен 93 проценчĕ ытла ĕçе вырнаçни те çакнах çирĕплетсе парать", _ тенĕ министр.
х х х
Çак кунхинех Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Дмитрий Медведев хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Республикине халăха ĕçпе тивĕçтерессин ыйтăвне тĕплĕн сỹтсе явас тĕллевпе килсе çитнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьева. "Çынсене ĕçпе тивĕçтернисĕр пуçне халăхăн ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пур. Çурт-йĕр, ача сачĕсем, шкулсем хута ярасси те кун йĕркинчех. Эсир пĕлетĕр, пирĕн пысăк пĕлтерĕш- лĕ виçĕ программа пуррине. Ишĕлекен çуртсенчен çынсене куçарасси, ача сачĕсем, шкулсем хăпартса лартасси. Ача сачĕ- сене çĕклесе лартас программа пĕлтĕр вĕçленнĕ теме те юрать, анчах ĕçсем пур-ха. Паянхи куншăн пысăк тĕллев _ шкулсем хута ярасси, пуррисене реконструкцилесси", _ тенĕ РФ Премьер-министрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче Регион хăй çине илнĕ пур социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те туллин тивĕçтерсе пынине палăртнă. Граждансене ишĕлекен çурт-йĕр- тен куçармалли программа республикăра ăнăçлă ĕçленине каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Енре пурăнакан 13100 çынна хăтлă çурт-йĕрпе пурăнма куçармашкăн палăртнисенчен 6,5 пин çынна хальхи вăхăтра хваттерсемпе тивĕçтернĕ те, укçа-тенкĕне вăхăтра куçарнă. Программăна пĕтĕмĕшле пăхса тухас пулсан 50 процентне пурнăçланă теме те юрать. Михаил Игнатьев çакна палăртнă: Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене хваттерсемпе пулăшас ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ. "Пирĕн ку енĕпе регионта ятарлă программа пур. Енчен те çемьесенче пиллĕк е ытларах ачасем пулсан вĕсене каялла тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтеретпĕр", _ тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Дмитрий Медведев кăçалтан çĕнĕ шкулсем хута ярас программа вăя кĕнине асăннă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх виçĕ çултан пуçласа çичĕ çула çитичченхи ачасене ача сачĕсенчи вырăнпа 100 проценчĕпех тивĕçтернине палăртнă, муниципалитетсен 60 проценчĕ икĕ çултан аслăрах ачасене ача сачĕсене вырăнсемпе тивĕçтернине каланă. Юлашки çулсенче пĕтĕмпе ачасене валли регионта 45 ача сачĕ хута янă. РФ Вĕрентỹ министерствине Чăваш Республики шкулсем хăпартса лартма тăватă проект тăратнă. "Вунă çулта 32 шкула реконструкцилеме тата çĕннисене хута яма тĕллев лартнă", _ тенĕ Михаил Игнатьев. "Кун пек йышăнусем питĕ тĕрĕс. Енчен те проектсем шкулсем çывă- хĕнчех ача сачĕсем е тата ача сачĕсемпе юнашар шкулсем хăпартса лартма ирĕк параççĕ пулсан питех те аван. Эпир программăна кăçал хута янă, ăна валли 25 млрд тенкĕ пăхса хăварнă, çав укçаран сирĕн республикăна та уйăрнă", _ тенĕ Дмитрий Медведев. Тĕплĕ калаçу вăхăтĕнче ытти ыйтусене те пăхса тухнă. (ЧР официаллă влаç порталĕнчен).
Дмитрий МЕДВЕДЕВ:
"Эпĕ Чăваш Енре ырă та ĕçчен халăх пурăннине тепĕр хут ĕнентĕм. Çутçанталăк пурлăхĕсем çук пулин те республика тĕрĕс çулпа аталанать, халăх çамрăксем валли инвестицисем хывать".
Николай МАЛОВ, "Единая Россия" Партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ:
"Единая Россия" Партин ХУ Съезчĕ хыççăн Парти лидерĕ, Раççей премьерĕ Дмитрий Медведев хăйĕн ĕçлĕ çулçỹревĕпе уйрăмах Чăваш Ене килни питĕ кăмăллă. Федераллă министрсемпе регион пуçлăхĕсем, бизнес пайĕнче тăрăшакансем паянхи чи актуаллă ыйтусенчен пĕрне _ ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тата çынсене ĕçпе тивĕçтерессине те _ сỹтсе явнă. Çак тĕллевпех вăл хулари халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра, Шупашкарти электромеханика колледжне çитсе килнĕ, вĕсен ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе патшалăх федераци бюджетĕнчен 3 миллиард тенкĕ уйăрма пăхнине те каланă, тепĕр 7 миллиарчĕ _ резервра. Шанатăп, маларах асăннă ыйтусем, экономикăри ытти отрасльсене _ ял хуçалăхне, металлургие, хими промышленноçне, машиностроение _ аталантарасси пирĕн Партин суйлав умĕнхи программине те кĕрĕç".
Ольга ГОЛОДЕЦ, Раççей Федерацин Правительствин Председатель çумĕ:
"Чăваш Ен _ демографи, социаллă политикăра пĕлтерĕшлĕ ỹсĕмсем тунă ăнăçлă регион. Çакна 2015 çул итогĕсем те аван кăтартса пачĕç. Республикăра вилекен çынсем чакни сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнчи лайăх кăтарту. Пĕчĕк ачасем вилессипе те Чăваш Ен тĕнче шайĕнчи лайăх кăтарту хушшинче. Эпир хăйсен программине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тăрăшакан регионсене яланах пулăшатпăр. Республика юлашки 10 çулта шкулсенчи вĕрентĕве аталантарас программăна хутшăннине те ырлатăп".
Геннадий АФАНАСЬЕВ, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ:
"Дмитрий Медведев республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва еплерех татса пынипе кăсăкланнă май мобильлĕ офиссем пирки те ырă сăмах каласа хăварчĕ: "Эпĕ çакна пуçласа Чăваш Енте куратăп. Питĕ меллĕ. Уйрăмах вăл пысăк инçĕшлĕ регионсене кирлĕ",_тесе хак пачĕ премьер-министр. Мобильлĕ офис пирĕн Патăрьел районĕнче те ăнăçлă ĕçлет. 2015 çулта вырăнти халăхпа 22 хутчен тухса калаçнă, ĕç шыракан 314 гражданинпа тивĕçлĕ консультацисем ирттернĕ. Сăмах май каласан, пĕлтĕр пирĕн пата хăйсен ыйтăвĕпе килнĕ çынсен 85 процентне ĕçпе тивĕçтернĕ, 41ĕн професси илес тĕллевпе пирĕн урлă вĕреннĕ".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)