АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн урхамахсем каллех чи малтисем!

04 марта 2016 г.

ЮЛАШКИ çулсенче пирĕн районта лаша спорчĕн "вирусĕпе чирленисем" ỹссех пыраççĕ. Ячĕшĕн е шучĕшĕн çеç те мар тата, юланутçисем пĕринчен тепри чĕлхесĕр янаварпа тарличчен ĕçлесе лайăх кăтарту тума тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ют облаçсенче иртекен пысăк ипподромсенче ытти спортсменсем патăрьелсен матур урхамахĕсемпе пултаруллă хуçисене тỹрех уйăрса илеççĕ. Февралĕн 28-мĕшĕнче Чĕмпĕр облаçĕнче пĕлтерĕшлĕ Кубока çĕнче илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртун пĕрремĕш этапĕнче те Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи юланутçăсем малти вырăнсене çĕнсе килнĕ. 1600 метрлă дистанцире Кивĕ Ахпỹртри В. Федоров "Неформальный", А. Каргин "Пар Лэп Лок", Шăнкăртамри И. Забиров "Вахтер", Шăнкăртамри М. Тухфетуллов "Ангара" лашисемпе пĕрремĕш _ тăваттăмĕш вырăнсене йышăннă. Ăмăртун иккĕмĕш тапхăрĕ çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртмелле. Шанас килет, Юхмапа Пăла тăрăхĕн хастарĕсем ытти вăйлă спортсменсем хушшинче те хăйсен позицийĕн- чен чакмĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика