АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Митта Ваçлейĕ _ райхаçат никĕслевçи. Е историнче çырман йĕркесем ан юлччăр.

11 марта 2016 г.

(Вĕçĕ). Редакци коллегийĕ вăл _ обществăлла канаш. Унтисем нихăшĕ те статья çырса ларас çук. Кашнийĕн хăйĕн ĕç вырăнĕ. Тỹрремĕнех ĕç-пуçа йĕркелеме вара хута пĕлекен кирлĕ. Акă мĕншĕн влаçра ларакансем аса илнĕ те пирĕн Миттана. Ку вăхăта çирĕм иккĕ тултарнă Митта пĕрремĕш сăввисене пичетлекен сăвăç кăна мар ĕнтĕ, Ăна халăхра та лайăх пĕлеççĕ. Вăл хальхаççăн кăна "Сунтал" журналăн 6-7-мĕш номерĕсенче "Хулăм сас" (кайран ăна "Çĕр чĕлхи" тенĕ) поэма пичетлесе кăларнă. Çак произведенине Митта хăй те вилес умĕн пĕр çул маларах çырнă автобиографи- йĕнче "поэзири паллă ĕçĕмсенчен пĕри" тесе хаклать. "Ăна эпĕ 1930 çулта çĕнелен пурнăçăн чĕрĕ çулĕпе утнă чух колхозсем туни çинчен çырнă", _ тесе палăртать.

Вăт çакнашкал багажпа тата ăспа-пуçпа çитнĕ те Митта Аслă Патăрьелне 1930 çулхи кĕркунне. Вăл вăхăтра пирĕн ентеш республикăри "Канаш" (кайран "Чăваш коммуни", "Коммунизм ялавĕ", халĕ _ "Хыпар") хаçатра ĕçленĕ. Кăна вăл çапларах аса илет: "1930 çулăн вĕçĕнче эпĕ "Канаш" редакцинчеччĕ.

Обкомран пирĕн пата çакăн пек хыпар çитрĕ: районсенче хаçат организацилес ĕç пиçсе çитнĕ. Мĕн пур капланăва социализм тăвакан ялсем хушшинче коллективлă организатор _ районри пичет кирлĕ. Районри хаçат ĕçлевçисене хатĕрлĕр...

"Канаш" хаçат васкаварлăн хаçат ĕçлевçисен курсĕ уçрĕ. Вĕренетпĕр. Мана хамăр Патăрьелне ямалла.

Курс пĕтнĕ çĕре мана пĕр ăнман чир хуçса антарчĕ. Виç эрне Шупашкар пульницинче пĕр хускалмасăр выртнă. Аран-аран ураланатăп. Йăл илсе çитме- сĕрех тухма васкатăп..." (Аслă Патăрьел районĕнчи "Октябрь ялавĕ" хаçатри Митта Ваçлей çырнă "Хаçат çурални" статья, 1932 çулхи февралĕн 8-мĕшĕ, хаçат тухма тытăнни пĕр çул çитнине халалланă номер. Малалла ку материал патне темиçе те таврăнма тивĕ).

Çак тĕлте манăн Алексей Талвир 1968 çулта "Тăван Атăл" альманахра пичетленĕ "Митта Ваçлей пултарулăхĕ _ халăх пуянлăхĕ" статьяна пĕчĕк тỹрлетỹ кĕртсе хăварас килет. Статья авторĕ Митта 1928 çулта "Канаш" хаçатра ĕçленине асăнать, редакцинче юлташĕсемпе паллаштарнине аса илет. Тĕрĕссипе, çав çул Митта Чĕмпĕрти педтехникумран диплом кăна илсе тухнă, шкулта чăваш чĕлхине, пĕрлех рисованине вĕрентнĕ, физика урокĕсене ирттерни те пулнă. Вĕсем редакцинче тĕл пулса калаçнă кăна ахăр. Кун пекрех йăнăшсем урăх çынсен аса илĕвĕсенче те тупăнкалаççĕ.

Митта Ваçлейне редакци коллегийĕн йышне кĕртнĕ ларурах Аслă Патăрьел район хаçатне "Паянхи сас" ят пама йышăннă. Ку, паллах, Митта Ваçлейĕ сĕннипе тата хистенипе пулса тухнă. Вăхăтне кура пурте партипе правительство кăмăлне каякан сăмахсем шыранă ун чухне: Сталин е Ленин çулĕпе, Социализм çĕнтерĕвĕшĕн, хайхи Коммунă, Хĕрлĕ Ялавсем, Колхозник сасси, Пионер сасси тата ытти те. Шутлăр-ха, Патăрьелĕнче вара вăл та, ку та, леш те мар. Паянхи сас! Кăна маларах "Хулăм сас" поэма çырса пичетлекен Митта кăна тупма пултарнă. Шел те, ун чухне бюро ларăвĕсенче протокол çырса пыман. Тен, ку ыйтупа та парти функционерĕсем ỹпкелешсе те сăмахланă-тăр. Анчах Митта ПОЭТ сĕнĕвне шута илмесĕр тăма та пултарайман. Хăй куç умĕнче чухне, паллах. Малалла иртсе калас-тăк, саманан идеологи сĕмне тивĕçтермен

"Паянхи сас" ятăн ĕмĕрĕ те вăрăмах пулман _ вун пĕр уйăхран улăштарса "Октябрь ялавĕ" туса хунă.

Кун пек ята вара тек никам та хирĕçлеймен _ 1991 çулта КПССа салатса яричченех тытăнса тăнă. Анчах ку урăх сăмах.

Митта аса илĕвне малалла вулар-ха: "Каяс юлташсем ра- йонсене кайса пĕтнĕ. Алексей Васильч ("Канаш" редакторĕ) мана та васкатать. Анчах хатĕр çук. Чăвашгизăн алли çаврăнайман-ха (сăмах кунта хаçат пичетлемелли техника хатĕрĕсем пирки пырать. _ Авт.)

_ Пуласси питĕ тĕтреллĕ, _ тет Шекалин юлташ.

_ Мĕншĕн?

_ Мĕншĕн? Хаçата пир вырăнĕпе çапма çук вĕт...

_ Чăнах та, хаçат текен япалана пир вырăнĕпе те, чăпта станокĕпе те çапмаççĕ. Ăна эп пĕлеп. Хаçат валли аслă ăстайлă машшин кирлĕ. Çта-ши вăл машшин?.. Унпа-кунпа калаçан _ пĕри те кăмăла кантармасть. Юлашкинчен пĕр хăрăк-харăк машшин пур тенине илтетĕп. Каллех _ Чăвашгиза!

_ Шекалин юлташ, сирĕн машшин пур. Тирпейлех пулмасан та пире _ юрĕ.

_ А хамăра мĕн вара?...Ну машинине парăпăр. Шрифт вара... Хаçата спичкăпа пухмаç вĕт..." (Маларах асăннă статья).

Ним çук çĕрте хаçат кăларма пуçласси вăл чĕр вилĕм, пысăк- ран та пысăк нуша. Машинкăпа пичетленĕ материала типографине илсе кайса, шрифтсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса страницăна калăпламалла. Çапса кăларма пичетлекен машина кирлĕ. Пичетлеме ятарлă сăрă, ятарлă хут кирлĕ. Ăна размерпа касма станок кирлĕ. Вĕсемпе пуринпе ĕçлеме ятарлă рабочисем, техникăна пăхса-тỹрлетсе тăма ятарлă маçтăр кирлĕ. Тата тем те пĕр кирлĕ.

Редколлеги пур, редактор пур терĕмĕр. Анчах ку кăна сахал. Редакцинче заметкăпа очерк, статьяпа репортаж çырма вĕреннĕ çын, айккинчи авторсен материалĕсене юсаса-тирпейлесе тăракан специалист кирлĕ. Пĕччен нихçан та хаçат тăваймастăн. Вун-вун çивĕч ыйту тухса тăнă пирĕн Митта Ваçлейĕ умне. Вĕрентекен нумай ун пек чухне, хаçата çывăх вăхăтрах, Çĕнĕ çултан кăларма хистекенсем те пайтах. Пулăшакан кăна сайра.

Малалла хаçат кăларма тытăннă тапхăра сăнлакан асаилỹсемпе паллашар-ха.

Якку Арслан (Яков Львович Зверев), Миттан çывăх тусĕ, Ишлĕ-Шетмĕ чăвашĕ, "Паянхи сас" хаçатăн пĕрремĕш литсотрудникĕ, учитель,Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хăй ирĕкĕпе кайнă, полк штабĕн начальникĕн пулăшуçи пулнă, çар медалĕсене тивĕçнĕ, аманнă, вăрçă хыççăн Первомайски парти райкомĕн секретарĕ, унтан иккĕмĕш секретарĕ пулнă, журналист тата поэт:

"Асран кайми 1930 çул. Ĕнтĕ хура кĕркунне те иртсе кайрĕ. Юр ларчĕ. Шартлама сивĕсем пуçланчĕç. Эпĕ хам ĕçпе Патăрьел районĕнчи çутĕç пайне кайсаттăм. Райĕçтăвком умĕнче кĕтмен çĕртен Митта Ваçлейне тĕл пултăм.

_Шăпах сăмах çине килтĕн. Сан пата ятарласах пырасшăнччĕ,_терĕ Ваçлей.

Калаçу парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Василий Андреевич Орлов кабинетĕнче вĕçленчĕ. Мана кунта тухма пуçлакан райхаçат реакцине литература сотрудникĕнче ĕçлеме илчĕç. Çапла виççĕн ĕçлеме пуçларăмăр: Федор Румянцев редактор, Митта Ваçлейĕ_ секретарь.

Çиччĕрен пĕри çук çĕрте алла хаçат илме çăмăл пулмарĕ. Тĕп йывăрлăха Митта Ваçлейĕ хăй çине илчĕ. Тăлăп тăхăнса лашапа Шупашкара темиçе хутларĕ (машинсем пулман ун чухне). Типографи валли алăпа çавăрса пичетлемелли "машина", шрифтсем, сăрăсем, хут турттарчĕ. Наборщиксене те хăйех йăпатса илсе килчĕ. Алексей Абрамовпа Леня Ласточкин, граждан вăрçинче çапăçнă моряксем, опытлă наборщиксем, хулана пăрахса яла килме хăрамарĕç. Хаçатăн малтанхи саспаллисене пуçтаракансем вĕсем пулчĕç.

Çĕнĕ хаçата парти обкомĕпе килĕштерсе "Паянхи сас" ят патăмăр.

-Çакăн пек янăравлă та сулмаклă ят кирлĕ пире, Çĕршыв халĕ пĕрремш пилăкçуллăха тăватă çулта тултарассишĕн çанна чавса таран тавăрса тара ỹксе ĕçлет. Партин паянхи сассине илтмен çын пурнăçран юлĕ,- терĕ Ваçлей типографинче сăрри типсе çитмен пĕрремĕш номере алла илсен. Çавăнтах ларчĕ те, вуннăллă краççын лампине хăй умне туртса хурса çитес номер валли хаçата çырăнма чĕнекен йыхрав çырчĕ.

Ку вырăнта хаçатри йыхрава та яма май пур (...)

Çав вăхăтра тăван район хаçачĕ кашни ĕççыннишĕн тунсăх пулнă. Хăй вăхăчĕшĕн хаçачĕ те лайăх тухнă курăнать. Ун чухнехине астăвакансем паян та ырăпа асăнаççĕ. Тỹррипе калас пулать, "Паянхи сас" чĕлхи те, витемлĕхĕ те Митта Ваçлейĕн тивлечĕ...". "Авангард", 1970 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕ.

Якку Арсланне Митта ваçлейĕ çырса панă парне сăвви:

Якку Арсланне Тăнче касса çỹрерĕмĕр:

Эп_ирĕксĕр, эс ирĕкрен.

Алай-пăлай телейĕмĕр

Ăçта кайсан та пĕр иккен.

Тек ман санран уйрăлас мар,

Атте хули_ват Шупашкар.

Мефодий Романов,Аслă Арапуç çынны, Миттан Иван (Митта Ара) ятлă шăллĕпе пĕр класра вĕреннĕ, учитель, райхаçатăн хастар ялкорĕ, активлă общественник:

"1930-мĕш çулсенче эпĕ Патăрьелĕнчи колхоз çамрăкĕсен шкулне вĕренме кĕнĕччĕ. 1930 çулхи декабрьте кунта район хаçачĕ тухма пуçларĕ. Вăл малтан "Паянхи сас" ятлăччĕ, каярахпа "Октябрь ялавĕ" ятпа тухма пуçларĕ. Çак хаçата йĕркелесе яракансенчен пĕри Митта Ваçлейĕ пулнă, хаçатăн тĕп фигури пулнă вăл.

Эпир КÇХ вĕренекенĕсем, вăхăтлăха педагогика техникумĕн хăшпĕр пỹлĕмĕнче вырнаçнăччĕ. Çав çуртрах типографи те пĕр пỹлĕм йышăннăччĕ. Хаçат редакцийĕ хирĕç çуртраччĕ. Çапла вара Митта Ваçлейĕ яланах педтехникумра тата КÇШра вĕренекенсен умĕнче пулнă. Вăл хăй те час-часах вĕренекенсем патне пынă, вĕренекенсенчен те чылайăшĕ редакципе типографи пỹлĕмĕсенчен тухма пĕлмен. Чылайĕшĕ "Паянхи сас" ("Октябрь ялавĕ") хаçата та çырса тăнă. Пĕр вăхăтра пире Митта Ваçлейĕ те чăваш чĕлхипе вĕрентсе пăхнăччĕ (пирĕн çак предметпа преподаватель пулман вăхăтра). Ун чухне Митта Ваçлейĕ 22 çулта кăна пулнă. Яштака, яка çи-пуçлă, яланах хаваслă, кулса çеç калаçакан поэт-учителе çав тери юрататчĕç. Унăн çав вăхăтри сăн-сăпачĕ халĕ те ман куç умĕнче тăрать. Тумтирĕ пĕтĕмпех тĕм хура, лапсăркка хура çĕлĕк, хаклă йышши хура пальто, хура костюм, шарфĕ те хура, ăна хыçалалла çавăрса çыхатчĕ. Питĕ килĕшетчĕ ăна çапла тумланни. ("Митта Ваçлейĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕ" кĕнекерен, 1974 çул).

Митта Ваçлей вăхăтĕнче Мефодий Романова ятран каласа парне сăвви те çырнă:

Эп каснă чĕлĕччĕ ун чухне...

Асапчĕ шалкăмлă кун-çул.

Чăтаттăм. Кăтартман куççỹль.

Анчах та чун чул маррине,

Тен, эс кăна ăнланнă пуль.

_Мĕнле пурнатăн-ха? _ тесе

Хăш чух юри, хăш чух çул май

Эс çитнĕ ман пата пĕрмай.

Сан лăпкă сассуна илтсе

Хуйха пусарнă эп нумай.

Матви Сакмаров (Сакмаров Матвей Алексеевич), Аслă Арапуçпе юнашар Пăлапуç Пашьел ялĕнче çуралнă, Миттан виçĕ çул кĕçĕнрех тусĕ, учитель, темиçе кĕнеке авторĕ, райхаçатăн хастар ялкорĕ:

"1930 çулхи кĕркунне эпĕ учитель пулса ĕçлеме тытăнтăм. Ноябрь вĕçĕнче е декабрь пуçламăшĕнче пионервожатăйсен канашлăвне килсен (Патăрьелне._Авт.) Василий Егоровичпа тĕл пултăм.

_Ну, Матви, çитет мана сан корреспонденту пулса пурăнма. Халĕ ман корреспондент пул, - терĕ калаçура. Патăрьелĕнче хаçат кăларма пуçăнмалла-мĕн, вăл вара хаçатăн ответлă секретарĕ пулать. Çапла вара хамăр районта та "Паянхи сас" хаçат кăларма пуçларăмăр. Кỹршĕ ялсенче çуралса ỹснĕ май, хам хаçат-журналсем çине çыркаласах тăнипе, эп Василий Егоровичпа нумай тĕл пулнă, калаçнă. ("Сăваплă ят.Асаилỹсем". "Хыпар" кĕнеки,1998,пуш,5).

Çак тĕлте ман М.Романов хăйĕн асаилĕвĕнче "Патăрьел районĕнчи "Паянхи сас" хаçат декабрьте тухма пикенчĕ", тесе çирĕплетни çинчен чарăнса тăрас килет. Вулакана çакна та каласа хăварасшăн: иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсен вĕçĕнче "Авангард" ячĕ айне "Хаçат 1930 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче тухма тытăннă" тесе çырма пикеннĕ. Ăçтан илнĕ çав датăна_паллă мар. М.Романов тата ытти хăш та пĕр пичет шурсухалĕсен сăмахĕсене шута илнĕ пулинех çамрăкрах ăрури хаçатçăсем çакăн пек утăм тума. Çавăнпа райхаçатăн 40 çулхи юбилейне те 1970 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче паллă турĕç. Эпĕ ун чухне редакцинче литсотрудникра ĕçлеттĕм. Малтан парти райкомĕн залĕнче районти ялкорсене тата пичет ветеранĕсене пухса савăнăçлă лару ирттерчĕç, концерт пулчĕ. Юлашкинчен аякран килнĕ хăнасене Патăрьелĕнчи ĕлĕкхи столовăйне илсе кайса апат çитерчĕç. Çавăн чухне эпĕ ытти паллă çынсемпе пĕрлех Якку Арсланне те лайăх палласа юлнĕ. Вăл пысăк залра та, кĕрекере те сăмах илсе калаçнăччĕ.

"Хаçат декабрьĕн 17-мĕшĕнче тухма тытăнни" тени тата вунă çула пычĕ.1980 çулта райхаçат публицистикин аталанăвне тĕпченĕ пирки манăн республикăри кĕнеке палатинче нумай вăхăт ларма тиврĕ. "Паянхи сасăн" малтанхи номерĕсемпе паллашас килетчĕ. Шел те, вĕсем кунта сыхланса юлман иккен.Хаçат тĕркемĕ 1931 çулхи октябрьтен кăна пуçланать. Номерсем те пуртех мар. Акă мĕншĕн "Авангардра" сăмах хыççăн кăна хаçат тухнă куна палăртнă иккен. Район архивĕнче те маларахри полосасем пулмарĕç. Пĕрлех редакцин приказсен кĕнеки те упранман. Мĕн тумалла? Ман шанăç пĕтĕмпех сỹнмен иккен. "Паянхи сасăн" тулли тĕркемĕсем Питĕр хулинчи Салтыков-Щедрин ячĕллĕ публичнăй библиотекăра сыхланнине пĕлме май килчĕ. Ун чухнехи хаçат редакторĕпе Алексей Салминпа библиотека ертỹçисенчен малтанхи вунă номерĕн фотокопинсене (паллах, укçалла) хатĕрлесе ярса пама ыйтрăмăр. Пĕр уйăхран посылка çитрĕ те. Уçатпăр та куратпăр_Аслă Патăрьел ВКП(Б) райкомĕн тата райĕçтăвкомĕн "Паянхи сас"хаçачĕ малтан çырнă пек 1930 çулхи декабрен 17-мĕшĕнче мар, тепĕр уйăх çурăран, 1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче, вырсарникун тухнă. Хаçатăн çур ĕмĕр юилейне вара 1981 çулхи çав кун палăртрăмăр. Çак ятпа ун чухне пирĕн редакцине Чăваш республикин чи пысăк наградипе, ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Хĕрлĕ хуплашкаллă çав хаклă документ паян та редакцинче упранать.

"Хаçат çурални" статьяра Митта типографин ĕç хатĕрĕсене, çав шутра хаçат пичетлекен машинăна илсе килни, уншăн чупа-чупа çỹрени, тĕрлĕ чиновниксемпе тарăхни, январь вĕçĕнчи хаяр сиввĕре грузовик машинин кузовĕ çинче шăнса хытни çинчен поэтла пысăк хавхаланупа çырса кăтартать. Шел те, хаçат статйьине ăна пĕтĕмпех кĕртме çук. Хавхалануллă самант пайне кăна илсе кăтартăпăр: "Кĕрт шăлса кайнă Юхмари хреçчен çурчĕсен хушшинче пĕртен-пĕр икĕ хутлă паттăр çурт_ педагогика техникумĕ. Çав çуртăн аялти чул пỹлĕмĕнче ĕмĕр курман-илмен машшин ларать. Чỹречерен пăхсан_такан çинче вак-тĕвекпе сут тăвакан Велулла "лавкки" евĕр ешшĕк. Çав ешшĕк çине пĕр чармак куçлĕ этем хăлаçлана-хăлаçлана вĕçĕ-хĕррисĕр хĕрес хывать...

Февралĕн 8-мĕшĕ. Хайхи курман-илтмен машшин çĕмиллĕн çаврăнать.

_Ну, кам курас тет _ кĕрĕр!

Пуху пек халăх пỹлĕме йăтăнать.

_Калап укçа çапмаççĕ тесе_ хаçат!

Хай "Пирĕн ял" пек хаçат...

_Воттăк на...Пыр та калаç...

Тĕтĕрлентерет кăна вĕт!

_Кам шутласа тупнă!?.

_Юлташ, пĕрне тытса пăхма юрать-и?

Хаçат çуралчĕ.

Тин çуралнă çĕнĕ паттăра

ĕç хреçчен алли савăнăçлăн пиелесе тытрĕ.

Çĕнĕ паттăра "Паянхи сас" терĕмĕр...

Юхмара хаçат пуласси çинчен асăнман теес мар.

_ Тен çакă хамăр районтах та пĕр 20-30 çултан хаçат пулĕ-ха,_тесе калаçкалаттăмăр вара тантăшсемпе.

Эпĕр 3-4 çул каялла çапла калаçнă пулсан, леш 20-30 çулĕ 30-мĕш çултах ĕçе кĕчĕ.

" Митта Ваçлейĕ тăван район хаçатĕнче нумай вăхăт ĕçлемен. Маларах та асăннăччĕ, редакцин ĕçлĕ хучĕсем çук. Хăй те, тус-юлташĕвĕсен асилĕвĕсенче те "Паянхи сасран" Митта хăçан кайнине палăртни çук. Анчах вăл Краснов_Асли патне Аслă Патăрьелĕнчен янă çырусем тăрăх, Митта 1931 çулхи июльте редакцинчех пулнă_ха теме пулать. "Июльĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта пулап_ĕçялкорсен канашлăвĕнче", систерет вăл ăна тĕл пулма чĕнсе. Пĕрлех хăйĕн пĕрремĕш сăввăсен пуххин кĕнекине вĕçлесе пыни çинчен те пĕлтерет: "Сборник çырăнса пĕтет. Тỹрех калатăп: чăвашсен сăвă кĕнекисенчен начарри пулмасть". Ку вăхăта редакцин пултаруллă актив чăмăртаннă ĕнтĕ. Хаçатăн кашни номерĕнче тенĕ пекех кайран паллă çыравçăсем пулса тăна Митта Петĕрĕн, Пракка Сатурĕн, Иван Думилинăн, Çенин Петтин тата ытти хастарсен очеркĕсем, фельетонĕсем, статьисем, калавĕсемпе сăввисем пичетленсех тăнă. Çавăнпа Митта Ваçлейĕ Патăрьел парти райкомĕ лартнă задачăна пурнăçланă тесе шутлама та пултарнă. Упамсара чылай çул шкул директорĕнче ĕçленĕ Георгий Васиьев аса илнĕ тăрăх, 1931-1932 вĕренỹ çулĕнче Митта Ваçлейĕ Упамсари шкула ĕçленĕ. Ун чухне вăл авланнă та пулнă иккен: "Ку вăл 1931 çулта пулнă пулас. Пушар вăхăтĕнче шкул архивĕ çунса кайнă пирки шăп çирĕплетсе калама иккĕленỹрех. Тин кăна пĕрлешнĕ мăшăра (ял çыннисене çавăн пек туйăннă), çамрăк учиельсене, районти аякри яла вăхăтлăх ĕçлеме янă. Ваттисен асаилĕвĕ çапларах: "Ытла та юрататчĕç Василий Егоровичпа Нонна Кирилловна пĕр-пĕрне. Ялан пĕрлеччĕ, хăпма та пĕлместчĕç пĕр-пĕринчен: çỹпçипе хупăлчи, йĕппипе çиппи". ("Хыпар" кĕнеки,1998).

1932 çулта Митта Ваçлейĕ Шупашкара куçнă, Чăвашрадио комитетĕнче ĕçлеме пикеннĕ...Тата тепĕр пилĕк çултан ăна НКВД çыннисем арестлесе илсе кайнă, халăх тăшманĕ ярлăк çакнă. Унтан вара 17 çул тĕрме те тĕрме, сылккă та сылккă...Çапла тав тунă чăвашлăха çĕклессишĕн тăрăшнă патриота партипе правительствă, ГУЛАГ.

Сăмаха вĕçленĕ май, "Паянхи сасран" "Октябрь ялавĕ" пулса тăнă хаçатăн 1932 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче тухнă номерĕнчи литература страницинче пичетленнĕ Митта Ваçлей сăввипе паллаштарасшăн. Ăна янташ 1927 çулта Чĕмпĕрте çырнă. Ку сăвă ятсăр, "Ыр çĕршыв шерпекне сыпнă хыççăн..." йĕркерен пуçланать, Ентине (В.Иванова халаланă). Çынни ку Миттапа пĕрле ỹснĕ, вĕреннĕ тантăшĕ, пэзине явăçнăскер.

Мĕншĕн ăна илсе кăтартасшăн-ха эпĕ вулакансене? Мĕншĕн тесен, Митта тĕпчевçисем çак сăвва кĕнекене кĕртиччен малтан хаçат-журналта пичетленни паллă мар тесе ĕнентереççĕ. Пĕрремĕшĕнчен, ку тĕрĕс мар. Пичетленнĕ вăл! Иккĕмĕшĕнчен, Митта каярахпа ăна тỹлетнĕ, строфасене те вырăнĕсемпе улăштарнă. "Кăмăлтан" (иккĕмĕш) кĕнекене вăл "Тĕнчере хĕрĕх те пĕр илем теç..." ятпа кĕнĕ. Малалла тухнă кăларăмсенче те çаплах хăварнă. Кунта илсе кăтартнă вариант вара _ чи малтанхи, хăй вун тăхăр çулта чухнехи:

Ыр çĕршыв шерпекне сыпнă хыççăн

_ Уйрăлатпăр тесе ан кала!

Ирĕкри телее ывçăн-ывçăн

Ывăçланă эпир санпала.

Пире аслă çĕршывăн илемĕ

Тĕне кỹртрĕ ирхи телейре.

Юррăмăр нихçан та иксĕлеймĕ

Юррăмăр чăн çăлкуç евĕрлех.

Аслă улăхăн ешĕл пуставĕ

Пийеленĕ пире ачаран.

Çавăнпах: юррăмăр шав _ уй шавĕ,

Пирĕн юррăмăр _ хир те çаран.

Сар чечеклĕ вăрман аслă уйĕ

Тарăн шухăш сĕнетчĕ пире.

Тен унпах _ чĕрери çамрăк туйăм

Юрăра аталанчĕ ирех.

Тăнчере хĕрĕх те пĕр илем теç,

_ Пурте пирĕн пулĕç вĕсем.

Ахаль мар-тăр хĕрхаллĕн иленчĕç

Пире юрă кайăкĕсем.

Кам ытамĕ ытамлĕ те илĕ

Çакă аслă çĕршыв чиккине?

_ Е асар та писер çавраçилĕ?

Е вăл тивĕç поэт чĕлхине?

Пурте, пурте пĕртен-пĕр тивĕç

Сăввăн ылтăн чĕлхи-çăварне.

Ун хăвачĕ стихийăран çивĕч,

Уншăн пур вăй-хăват та _ парне.

Чăн тăванăм! Янтравлăн та уççăн

Такмаклар-и паян санпала?

Çак тĕнчен тупсăмне тупнă хыççăн

_ Уйрăлатпăр тесе ан кала...

Николай Ларионов, РФ журналисчĕсен союзĕн членĕ, Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕ

март1916

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика