11 марта 2016 г.
ÇАК кунсенче пирĕн ентешĕмĕрĕн, паллă поэтăн, куçаруçăн, журналистăн, фольклористăн çуралнă кунĕ пулчĕ. 20-30 çулсенче чăваш хутлăхĕнче палăрнă сăмах ăстине хисеп тума, унăн вил тăпри умĕнче пуç тайма Первомайскине тĕп хуламăртан пысăках мар делегаци килсе çитнĕ. Мероприятине район журналисчĕсем, ытти обществăлла корреспондентсем тата поэтăн çывăх тăванĕсем хутшăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)