АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи çивĕч ыйтусене сỹтсе яврĕç

11 марта 2016 г.

Мартăн 9-мĕшĕнче район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов предприяти, организаци, мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени руководителĕсемпе, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе анлă канашлу ирттерчĕ. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйтусем: çурхи шыв-шур тапхăрне ăнăçлă ирттерсе ярасси, ĕç рынокĕнчи лару-тăру, районта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне кирлĕ пек хатĕрленесси, "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонне хутшăнас ĕçе çивĕчлетесси тата ытти те.

Пирĕн район çулсеренех ыркăмăллăх акцийĕсенче пуçарулăх кăтартать. Иртнĕ çул ачасен ячĕпе йĕркеленĕ марафона хутшăнса 345 пин тенкĕ укçа пуçтарăннă. Счет çине кĕнĕ кĕмĕле районти шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен пурлăх базине çирĕплетме, йывăр шăпаллă çемьесене пулăшма, спорт тумĕсене туянма тата ытти сăлтавпа та усă курнă. Район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Марат Айзатуллов иртнĕ çулхи марафон ĕçне пĕтĕмлетнĕ май хальхи вăхăтра районта мĕнле пынипе те паллаштарчĕ. Паянхи куна ятарлă счет çине 43 пин тенкĕ кĕни паллă. Марат Минсеитович çак акцинче ĕç коллекти- вĕсен пысăкрах хастарлăх кăтартмаллине палăртрĕ.

Канашлура хускатнă çивĕч ыйтусенчен тепри _ çурхи шыв-шур тапхăрне йывăрлăхсемсĕр, пăтăрмахсăр ирттерсе ярасси. Çак тĕллевпе районта мероприятисен планне туса çирĕплетнĕ, ĕçе сăнаса тата йĕркелесе тăма ятарлă комисси те пур. Комисси председателĕ _ район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Николай Краснов. Район- та çурхи ейỹ сарăлнă вăхăтра Пăла юхан шывĕ çумĕпе вырнаçнă Патăрь-ел, Кĕçĕн Арапуç, Тутар Тимеш, Тăрăн, Анат Туçа, Вăтаел ялĕсенчи хăш-пĕр урамсене шыв илме пултарать (пурĕ 65 хуçалăх, 200 ытла пурăнакан). Район администрацийĕн ятарлă программăсен заведующийĕ Григорий Каллин хăйĕн сăмахĕнче шыв каякан çулсене вăхăтра тасатса, вĕсене яланах пăхса тăмаллине çивĕчлетрĕ, асăрхаттарчĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин районти центрĕн директорĕ Геннадий Афанасьев районти ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Иртнĕ çул хăйсене ĕç тупса пама 1379 çын ыйтупа тухнă, вĕсенчен 260 çын ĕçсĕр- рине ĕнентерекен статуса илнĕ. Регистрациленĕ граждансенчен 46 проценчĕ _ хĕрарăмсем, 45 проценчĕ _16 _ 29 çулсенчи çамрăксем. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 72 ĕçсĕр çынна шута илнĕ. Геннадий Иванович хăйĕн сăмахĕнче çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе мĕнле ĕçсем пурнăçлани тата ытти хăш-пĕр ыйтусене те хускатрĕ.

Çавăн пекех канашлăва хутшăнакансем умĕнче 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçне ирттерес енĕпе яваплă уполномоченнăй Марс Абдуллин хăш-пĕр ĕç йĕркисемпе паллаштарчĕ.

Тавралăхра юр ирĕлсе пынă май анлă ларура вырăнсенче тирпей-илем тăвас, çỹп-çапа пуçтарас, çуркунне йывăç-тĕм лартса хăварас ĕçсене йĕркелес пирки те калаçрĕç.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика