15 марта 2016 г.
РАЙОН прокуратури харпăр хăй ĕçне уçнă уйрăм усламçăсем ĕç законодательствине мĕнле пăхăннă пирки час-часах тĕрĕслев, рейд ирттереççĕ. Саккун йĕркине пăхăнман предпринимательсем тупăнсах тăраççĕ. Район прокурорĕ Ю. Фуражников хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх Патăрьелĕнчи пĕр сĕтел-пукан магазинĕн хуçине хăйĕн менеджерĕпе ĕç килĕшĕвне çырманшăн шăпах РФ КоАПăн 5.27 статйин 3 пайĕпе айăплама, Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕç инспекцийĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн пилĕк пин тенкĕ штраф тỹлеттерме тивнĕ. Ун патне маларах асăннă работник 2015 çулхи ноябрьтенпех ĕçе вырнаçнă, анчах çакăн пирки кĕнекере палăртман, уншăн тỹлекен налука та, взноссене те куçарман.
Çак статьяпах тепĕр бизнесмена та айăпланă, çавăн чухлех штрафне те тỹлеттернĕ. Вăл та ача-пăча теттисем сутакан сутуçă-консультанта килĕшỹсĕр ĕçлеттернĕ иккен.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен бизнеса çеç малалла пулăшса пырассине, вăл вара предпринимательсен тата пĕтĕм республика экономикин ыйтă- вĕсене туллин тивĕçтернине каларĕ. Апла пулсан ултавлă шалуран хăтăлмаллах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)