15 марта 2016 г.
ÇУЛСЕРЕНЕХ Чăваш чĕлхи кунĕнче, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Пĕтĕм чăваш диктантне ирттересси йăлана кĕчĕ темелле. Унăн тĕллевĕ _ чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ỹстересси. Сăмах май каласан, çыру ĕçне кашнийĕнчех пирĕн районти чĕлхе ăстисем те хутшăнаççĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ăна кăçал та йĕркелесси пирки пĕлтерчĕ. Хальхи вăхăтра диктант валли текст хатĕр леççĕ. Вăл Чăваш Енри Ĕç çынни çулталăкне халалланăскер пулĕ. Шанас килет, хальхинче те диктанта тĕрĕс, йăнăшсемсĕр, кăтартуллă çырма ларакансен йышĕнче тăван чĕлхене вĕрентекенсем çеç мар, вĕсен вĕренекенĕсем те, чăвашлăхшăн хыпса çунакан ытти хастарсем те пулĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)