АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çулхи кăтартусене тишкернĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртнă

15 марта 2016 г.

Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕçлĕ çул çỹревре пулнă, унта вăл Раççей Федерацийĕн строительство министрĕпе Михаил Меньпе тĕл пулу ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хутшăннă.

Ертỹçĕсем калаçу вăхăтĕнче 2015 çулăн ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ, 2016 çул валли лартнă тĕллевсене пăхса тухнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра калаçу хускатнă. Экономкласлă çурт-йĕрсем хута ярассине, Раççей çемйисене çуртсемпе тивĕçтерес программăна пурнăçа кĕртессине, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессине, пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен çынсене куçарса лайăх хваттерсемпе тивĕçтерессине, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерессине, усал каяшсене пуçтарса тирпейлессипе çыхăннă ытти ыйтусене те тĕплĕн сỹтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регионта уйрăм категорире тăракан граждансене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтернĕ. Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри экономкласлă çуртсем хута ярасси пулнине палăртнă. Хальхи вăхăтра республикăра пĕтĕмпе 56 проект ĕçленине, пурĕ 7 млн тăваткал метр патнелле çурт-йĕр хăпартма палăртнине асăннă. РФ строительство министрне Михаил Игнатьев республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ пур ыйтăва та туллин тивĕçтернине каланă. Кунсăр пуçне регионта пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен лайăх, хăтлă хваттерсене граждансене куçарассипе йышăннă программа та кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине пĕлтернĕ. Регионта 6,6 пин çынна лайăх хваттерсемпе тивĕçтерме ĕлкĕрнĕ, кăтарту пысăк _ палăртнă планăн 50 процентне пурнăçланă та. 2017 çул валли лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех тивĕçтерме палăртса хунине асăннă Республика Пуçлăхĕ. Калаçу вăхăтĕнче ертỹçĕсем сусăр çынсене, вăрçă ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтăва та хускатнă. 2010 çултанпа республикăра пурăнакан 5731 граждана хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ, вĕсенчен 1370 çын _ инвалидсемпе вăрçă ветеранĕсем. РФ строительство министрĕ Михаил Мень хăйĕн сăмахĕнче кăçал вăрçă ветеранĕсене пĕтĕмпех хваттерсемпе тивĕçтермеллине каланă, ку енĕпе федераци хыснинчен региона хушма укçа-тенкĕ куçарассине те асăннă. Тĕнчере çăмăлах мар экономика лару-тăру вăхăтĕнче те республика строительство енĕпе курăмлă ĕçлесе пынине, калăпăшсем те пысăккине, халăха хваттерсемпе тивĕçтерес ыйту туллин пурнăçланса пынине палăртнă. "Паянхи экономика лару-тăрăвĕнче строительство ĕçне пысăк тимлĕх уйăрни çав тери паха. Патшалăх программисене пурнăçласси кирлĕ пек пулса пырать. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те вăхăтра тивĕçтерни куçкĕретех. Çынсене ĕçпе хавхалантарни лайăх шайра пурнăçланать", _ тенĕ Раççей строительство министрĕ Михаил Мень. Çавра сĕтел хушшинче ертỹçĕсем нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессипе йышăннă самантсем пирки те чарăнса тăнă. Чăваш Енре халăх ыйтăва лайăх ăнланнине, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсен пурлăхĕшĕн пăшăрханнине, яваплăха туйса укçа-тенкĕ пуçтарнине каланă. Енчен те 2015 çулта малтанхи 6 уйăхра 60 процент çеç тỹлеме кăмăл тунă пулсан, халĕ вара халăх 90 процент ытларах та тỹлесе пыни савăнтарать. Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Правительствипе Раççей строительство министерстви тачă çыхăну тытса ĕçленине палăртнă. Уйрăм йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене РФ Строителство министрĕ çирĕп тĕрĕслеве илнине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков республикăра нумай хваттерлĕ çуртсенче тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерессипе йышăннă патшалăх программи ăнăçлă пурнăçланса пынине палăртнă. Пĕлтĕр нумай хваттерлĕ 294 çурта тĕпрен юсанине, кăçал ку ĕçе икĕ хут ỹстерсе пыма палăртнине пĕлтернĕ. Строительство ĕçне пурнăçлама 600 млн. тенкĕ уйăрса хунине каланă.

(ЧР официаллă влаç порталĕнчен)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика