15 марта 2016 г.
Чăваш Республикин строительство министерствин "Энергие перекетлекен центрĕ" шкул ачисем хушшинче "Эпĕ те перекетлеме пулăшатăп" ỹкерчĕксен конкурсне йĕркелет. Унта 1-11 класс вĕренекенĕсем хутшăнма пултараççĕ.
Ỹкерчĕксене кăранташпа, акварельпе, фломастерпа, гуашьпа ỹкерме е компьютерпа хатĕрлеме юрать. Хăй тĕллĕн, класс урлă е вĕрентỹ учреждени урлă ярса пама та юрать. Вĕсем 20х30 сантиметртан пĕчĕкрех мар, 30х40 сантиметртан пысăкрах мар пулмалла. Тепĕр енне ỹкерчĕк ятне, хушамат, ят, ашшĕ ятне, çуралнă кунне, миçемĕш класра вĕреннине, класс ертỹçин, шкул ятне, ăçта пурăннине тата çыхăнмалли телефон номерне çырмалла. Вĕренỹ учреждени урлă пĕр çĕртен темиçе укерчĕк те яма юрать. Суйласа илмелли темăсем: "электроэнерги перекетлетĕп", "ăшă перекетлетĕп", "шыв перекетлетĕп", "газ перекетлетĕп", "мотор топливи перекетлетĕп", "альтернативлă энерги перекетлетĕп". Конкурса 2 этаппа пĕтĕмлетеççĕ: 1-4 тата 5-11 классем хушшинче. Ỹкерчĕксене апрелĕн 30-мĕшĕччен ярса памалла. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чыслаççĕ.
Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Ленинградская урамĕ, 33 çурт, телефон номерĕсем: 8(8352)62-10-22, e-mail:energo-zhkh@cap.ru
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)