15 марта 2016 г.
Ĕнер, мартăн 14-мĕшĕнче, ЧР журналистсен Союзĕн Председателĕ Валерий Петрович Комиссаров 60 çул тултарчĕ. Ĕçтешĕмĕре сумлă юбилейпе саламланă май унăн хăш-пĕр пархатарлă ĕçĕсене те палăртса хăварас килет.
Валерий Петрович Елчĕк районĕнчи Яманчурел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Пултаруллă та çивĕч сăмах ăсти 1980 çултанпа Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ, филологи наукисен кандидачĕ, доцент, Раççей Федерацинчи кĕнеке кăларакансен Ассоциацийĕн правлени членĕ... Мускаври М. В. Ломоносов ячĕллĕ университетăн журналистика факультетĕн- чен аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн малтанах "Коммунизм ялавĕ", каярахпа "Хыпар" хаçатсенче корреспондентра ĕçленĕ. Тăватă çул ЧР журналистсен Союзĕн секретарĕнче, 1992 çултанпа вара журналистсен Союзĕн Председателĕнче творчество ăсталăхне туптать. Унăн вунă ытла наука ĕçĕ кун çути курнă. Журналист республика умĕнчи пысăк çитĕнỹсемшĕн нумай-нумай наградăна тивĕçнĕ. В. Комиссаров _ РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Çемен Элкер, республика тата Раççей журналисчĕсен Союзĕн премийĕсен лауреачĕ тата ытти те. Хăйĕн пурнăçне творчествăпа çыхăнтарнă калем ăстин пĕлтерĕшлĕ те пысăк ĕçĕсенчен пĕри _ 2014 çулта кун çути курнă "Энциклопедия Чувашской журналистики и печати" кĕнеки.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)