15 марта 2016 г.
Пурнăçа ырăпа та, усалпа та ирттерсе яма пулать, анчах вăл пурин те пĕрре кăна-çке! Çакна пĕлетпĕр пулсан та темшĕн ăша хывмастпăр. "Эпĕ нихăçан та вилместĕп", _ тетпĕр-ши? Ĕмĕре ырăпа ирттерекенсем те пур-ха, анчах пирĕн тăрăхри Маня аппа пеккисем те çителĕклех тесе шутлатăп эпĕ.
Маня аппасем кашни ялтах нумай, пирĕн районта пушшех те пуль. Чылай чухне Маня аппа кам арăмĕ пулнине ыйтаççĕ. Кăна вара ытларах Панче Коли арăмĕ Маня тесен пурте пĕлеççĕ. Паллах, хăй умĕнче мар, куç хыçĕнче. Кас çыннисем тата кỹршĕ-аршă тата хушма ят шырса тупнă ун валли _ "пуçна пултăр". Мĕншĕн тесен чи юратнă сăмахĕ унăн çакă. Çынпа хутшăнмасăр пурăнма май çук: кỹлешмелли те, калаçса илмелли те тупăнать. Маня аппан юлашки сăмахĕ яланах "пуçне пултăр" сăмахпа вĕçленет. Унтан вăшт кăна килне кĕрсе каять. Кинне çакăн пек каламасăр нихăçан та ĕçне кăларса ямасть. Юратмасть ăна вăл, май килнĕ таран хăй курайманлăхне палăртма тăрăшать. Качча килсенех çамрăк хĕрарăм выртса йĕни те, уйрăлса кайни те пулнă, анчах Маня аппа ывăлĕ Сергей мăшăрне йăпата-йăпата каялла илсе килетчĕ. Уйрăлса тухма та шутланăччĕ, аппăшĕсем ỹкĕте кĕртрĕç. Амăшĕн сăмахĕсене хăлхине сахалтарах чикме ыйтрĕç. Вăрçас тесен çамрăксем патне пырса ятлаçма пултарни пирки каларĕç. Чăннипех те, çапла та пулĕ.
Хĕр чухнех çамрăксем ăна Шăллă Манюç тесе калатчĕç. Сăн-сăпачĕпе хитреччĕ, пĕвĕ-сийĕ яштакаччĕ, ĕçĕпе те ыттисенчен кая пулман. Çавăнпа Панче Коли юратнă та. Çемье çавăрсан чĕлхе чаракĕ улшăнĕ тенĕ-ши? Упăшки Маня тесе чĕнме пуçланă. Анчах пĕрех урăхланман Манюç. Курпун çынна тупăк тỹрлетет, теççĕ çав. Икĕ хĕр те пĕр ывăл çуратнă вĕсем.
Ачисене ашшĕпе амăшĕ тỹрĕ чунлă та çирĕп çынсем пулма вĕрентнĕ. Анчах вĕсем çывăх çыннисен хутшăнăвне те курсах ỹснĕ. Мăшăр вара йытăпа кушак пекех пурăннă.
Ашшĕ мĕн тунă _ амăшне пĕри те килĕшмен. Юлашкинчен çапăçсах кайсан амăшĕ: "Пуçна пултăр!" _ сăмахпа вĕçлеме тытăннă. Ашшĕ мĕн кăна туса пăхман-ши арăмĕн çăварне хуплас тесе: ырăпа та асăрхаттарнă, вăрçса та, патак çитерсе те пăхнă... Анчах нимĕн те витермен. Упăшки ялта питĕ ăста платник пулнипе палăрса тăнă. Вăл нумай çынна пỹрт лартма пулăшнă.
Пĕррехинче çапла мăшăрне кỹршĕ урамра пурăнакан тăванĕ мунча пури пуралама чĕннĕччĕ. Çакă Маняна килĕшмен паллах.
_ Коля, эсĕ паян пура пуралама каймастăн. Килтех ларатăн. Каятăн пулсан килмесен те пултаран, _ терĕ арăмĕ.
Çакна пăхса тăракан улттăри Сергей малалла мĕн пулать-ши тенĕн алăк хыçне лăпчăнчĕ.
_ Мĕншĕн каймалла мар-ха, хамăр пата миçе кун ĕçлеме килчĕ. Ĕçе ĕçпе тавăрмалла. Кунта нимĕн ле калаçу та пулмалла мар, _ сăмах хушрĕ Коля.
_ Ааа, çапла-и? Эсĕ кăна ăслă иккен, эп нимĕн те ăнланмастăп тетĕн-и? Санăн килте ларас килмест, килти ĕçе пурнăçлас килмест... _ тата тем те пĕр сăмахсем тухрĕç амăш çăварĕнчен.
Юлашкинчен:
_ Пуçна пултăр санне! _ тесе хучĕ.
Аллинчи пуртăпа яра пачĕ ашшĕ амăшне. Те пĕççинчен, те аякĕнчен лекрĕ пуртă çивчĕшĕ амăшне. Хĕрарăм кăшкăрса ячĕ те çĕре персе анчĕ. Алăк хыçĕнчи Сергей:
_ Анне-е-е! _ тесе амăшĕ патне чупрĕ.
Ашшĕ лупас айнелле кĕрсе кайрĕ. Сергей кăшкăрнине илтсе шкула кайма пуçтарăннă аппăшĕсем сиксе тухрĕç. Амăшĕ йĕри-тавра юн, кун пеккине Сергей нихăçан та курманнипе куçĕ хуралса кайрĕ. Каярах васкавлă пулăшу машини те çитрĕ. Амăшне наçилкке çине хурса пульницана илсе кайрĕç. Ашшĕне каçпа шыраса тупрĕç. Вăл аслăк çине хăпарса çакăнса вилнĕ иккен. Амăшĕ чĕрĕ юлчĕ, пĕççине пуртă кĕтесси лекнĕ пулнă.
Хĕрарăмма упăшкине пытарма пульницаран кăларнăччĕ. Каярах пуçĕпех сывалса тухрĕ. Улшăнать пуль кун хыççăн Маня тесе шутланăччĕ тăва- нĕсем. Çук, улшăнма мар, тата ытларах усалланчĕ пуль. Çынсем те унпа калаçура вĕçне çити тăма тăрăшмаççĕ. Мĕншĕн тесен унăн юлашки сăмахĕ хăть хăçан та: "Пуçна пултăр!" _ сăмахпа вĕçленет.
Сергей вара паян та сысна чикнĕ е сурăх пуснă çĕрте тăма пултараймасть. Кайăк-кĕшĕк патне те пымасть. Кун пек чухне кỹршисене чĕнеççĕ.
Юн курсанах тăнне çухатать. Вăл тахçанах атте пулнă, часах иккĕмĕш хут кукаçей ятне илтмелле.
_ Юн курсанах тỹрех куç умне ачалăхри самант тухса тăрать. Хампа ним те тăваймастăп, _ тет.
Маня аппа вара, Панче Коли арăмĕ, паян та ирхине кинне урама тухсах:
_ Пуçна пултăр. Виллỹ сĕтĕрĕнсе килтĕр! _ тесе ăсатса ячĕ.
Кỹршĕ хĕрарăмĕ çеç кинне шеллесе пăхса тăрса юлчĕ.
В. ЯКОВЛЕВА. Вăтаел
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)