АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вунтăххăрти услап тимĕр решетке леш енне лекĕ

18 марта 2016 г.

Раççей следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви управленийĕн ертỹçин çумĕ Олег Дмитриев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çывăх вăхăтра Шăнкăртамри 19 çулти каччă республикăри Аслă судăн пуканĕ çине ларĕ. Ниçта та ĕçлесе капланман услапа РФ УКăн 105 статйин 2 пайĕн "д" пункчĕпе айăплаççĕ. Вăл вара чунсăрла хăтланса çынна хаяррăн вĕлернипе çыхăннă.

Следстви версийĕпе вăл иртнĕ çулхи çуркунне, шăпах юр ирĕлсе пынă тапхăрта, хăйĕнпе пĕрле ларса пыракан чиперкке унтан йывăр çын иккенне ыттисене те уççăн хыпарлассине пĕлтернĕ хыççăн ăна пĕр шелсĕр, чунсăрла 33 хутчен çĕçĕпе чиксе пĕтернĕ те Аслă Чемен çывăхĕнчи вăрман хĕррине кайса пытарма шутланă... Апăрша, çапла хăтланса мĕн пур йывăрлăхран хăтăлăп тенĕ-ши? Чăннипе вара преступникăн хура ĕçне тỹрех тепĕр çын тăрă шыв çине кăларнă _ çак вăхăтра çулпа пыракан пĕр водитель усал ĕç пирки иккĕленсе тỹрех право хуралĕн сотрудникĕсене шăнкăравланă. Çакăнтан пуçланнă та пакунлисем унăн "Барбарос планне" тĕпчесси...

Саккун сакки сарлака теççĕ. Унта çаклансан çăмăллăнах хăтăлаймăн. Çак пуçтахăн та тимĕр решетке леш енче чылай çул ĕнсине хыçма тивĕ...

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика