АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономика, пушар хăрушсăрлăхĕ… тата чун ыратăвĕпе çыхăннă ыйтусем

18 марта 2016 г.

Çурхи ака-суха умĕнхи инфомаци кунĕнче халăхпа курнăçса сỹтсе явмалли ыйтусем сахал мар пулчĕç: Чăваш Республикин 2015 çулхи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ, малашнехи çул-йĕр аталанăвĕ, республикăра пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе çыхăннă мероприятисен тишкерĕвĕ, вырăнсенчи ака-сухапа тирпей-илем çивĕчлĕхĕ, хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан задачăсем тата... Кун йĕркинчи тĕп темăсемпе юнашарах ял çыннин чун ыратăвĕпе çыхăннă шухăшсем те çуралчĕç.

Яланхи пекех асăннă мероприятие тĕп хуламăртан килнĕ информаци кунĕн членĕсем те хутшăнчĕç: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, республикăри гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Ю. Исаев, "Фирма "Овит" тулли мар яваплă общество директорĕ В. Остроумов, финанспа бюджет надзорĕн федераллă службин Территори управленийĕн Чăваш Республикинчи ертỹçин çумĕ И. Данилов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов тата ытти те. Чăн малтанах информаци ушкăнĕ район администраци пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулчĕ, районти лару-тăрупа, малашлăх ĕç тĕллевĕсемпе паллашрĕ, ун хыççăн виçĕ ушкăнпа Аслă Чемен, Первомайск, Алманчă ял тăрăхĕсенчи ĕç коллективĕсенче пулса кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе яврĕç.

Район администраци пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Н. Краснов ертсе пыракан ушкăн ĕçлĕ тĕл пулăва Первомайскинчи вăтам шкулта пуçларĕ. Педагогсемпе пĕрлех кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе явма ача сачĕн ĕçченĕсем, ветеринари работникĕсем, ытти çынсем те хутшăнчĕç. Чăн малтанах Николай Дмитриевич 2015 çулта пирĕн тăван Чă-ваш Ен мĕнле ỹсĕмсемпе аталанса пынипе кĕскен паллаштарчĕ. Кун пирки çакна палăртса хăвармалла: экономикăри йывăрлăха пăхмасăр республика тĕрĕс çул-йĕрпе аталанса пырать. Уйрăмах промышленноçра тунă ỹсĕмсем курăмлине палăртрĕ. Агропромышленность комплексĕнче те патшалăх пулăшăвĕпе чылай программăна пурнăçа кĕртнĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн район та пысăк хастарлăхпа тĕр- лĕрен программăсене пурнăçа кĕртессипе, инвести- цисене явăçтарассипе сахл мар тимлет. Иртнĕ çул район бюджечĕ 644 миллион тенкĕ пулнă. Хамăрăн тупăш _ 127 миллион. Ку вăл маларахри çултинчен 6 процент ытларах. Бюджетăн пысăк пайĕ пирĕн районта та республикăри пекех вĕрентỹ отрасльне тытса тăма каять. Первомайски шкулĕ пирки сăмах пуçарсен шкул директорĕ В. Чернышев çывăх çулсенче ачасен йышĕ чакмассине çирĕплетсех каларĕ. Çапах та паян виçĕ хутлă, хăтлă шкулта 222 ача çеç вĕренет. Объекта тунă чухне вара икĕ хут ытларах вĕренекен пуласса шаннă. Паян шкула хамăр районтан çеç мар, Каçал тăрăхĕнчен те тăххăрăн çỹреççĕ. Тĕрĕссипе каласан, хăш-пĕр хастар ачасем республика олим- пиадисен призерĕсем пулса та Патăрьелсен ят-сумне хăпартаççĕ.

Çакнашкал информаци кунĕсенче чылай чухне педагогсем хăйсен ĕçĕнчи йывăрлăхсем, чăрмав- сем пирки сăмах хускатаканччĕ. Первомайскисем килти "çỹп-çапа" урама кăларас темерĕç-и е яланхиллех вĕсене çăмăллăнах парăнтарса пыраççĕ-ши? Чуна пăшăрхантаракан ытти ыйтусене вара информаци кунĕн членĕсем умĕнче хускатрĕç-хускатрĕçех.

Л. ЧЕРНЫШЕВА, биологи учителĕ:

_ Патшалăх ял çынни, халăх валли кăларакан программăсене, тĕрлĕрен çăмăллăхсене эпир ырласа йышăнатпăр-ха. Ку тĕлĕшпе вăрçă ветеранĕсене, салтак арăмĕсене хваттерсемпе те, автомашинăпа та тивĕçтерчĕç темелле тата ытти те. Куншăн савăнатпăр çеç. Çапах та вăрçă ачисене, 6-7 çулта тăлăха юлса çап-çамрăкла алла çурла-мăлатук тытнисене те патшалăхран пулăшу кĕтес килет. Тĕрĕссипе вĕсем те сайралса, ватăлса пыраççĕ...

В. ЧЕРНЫШЕВ, шкул директорĕ:

_ Паянхи кун ялсенчи вĕренỹ учрежденийĕсем умĕнче "выртакан полицейски" кирлех тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра автотранспортсен йышĕ çулсерен ỹссе пырать, çамрăксем питĕ пысăк хăвăртлăхпа çỹреме пăхаççĕ.

А. ЕМЕЛЬЯНОВ, Первомайскинчи врач амбулаторийĕн тухтăрĕ:

_ Хальхи вăхăтра пирĕн пысăк ял тăрăхĕнчен Перекет банкĕн терминалне илсе кайнă пирки чылайăшĕ пăшăрханатпăр. Мĕншĕн тесен паян çак банкпа тĕрлĕрен операци тăвакансем, çыхăну тытакансем ял тăрăхĕнче питĕ нумайăн.

Тĕл пулурах учительсем районти пушар надзорĕн, çул-йĕр инспекцийĕн сотрудникĕсем тăтăшрах килсе ачасемпе профилактика ĕçĕсем ирттерни пĕлтерĕшлĕ пулнине те каларĕç, ял тăрăх пуçлăхĕ В. Секретов, "Овит" фирма директорĕ В. Остроумов ял çыннисен чылай ыйтăвне хуравларĕç.

Çак кунхинех район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, Алманчă ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Фомин Алманчăри шкул коллективĕнче, культура çуртĕнче, халăх музейĕнче пулса кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе явнă.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика