18 марта 2016 г.
Валерий ЦВЕТКОВ, предприниматель:
_ Паянхи мероприятин пĕлтерĕшĕ питех те пысăк. Пирĕн анне 24 çултах Социализмла Ĕç Геройне тивĕçнĕ. Çăкăр хакне туйнă вăл. Çурлапа тырă та вырнă, бригадир та пулнă. Çав вăхăтрах ултă ачине те çамрăклах ĕçе явăçтарса ỹстернĕ. Ĕç вăл _ пурнăç тыткăчĕ. Хамăр ачасене те ун çумне çыпăçма явăçтаратпăр. Ку енĕпе шкулта аван ĕçлеççĕ. "Ĕçе мухтакан" галерея уçни те çакнах çирĕплетет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)