АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх тĕтреллĕ ан пултăр

18 марта 2016 г.

"Çỹрен каска якалать, выртан каска мăкланать", _ текен ваттисен сăмахĕ паян кивелнĕ тесе калас килет. Самана таппинчен юлас мар, аталану çулĕпе утас, хуçалăха ăнăçлă ĕçлеттерес, ырă пуçару тăвас тесен ертỹçĕн анлă тавракурăмлă, вăр-вар, тавçăруллă пулмалла.

Эпир, АПК ветеранĕсен союзĕн членĕсем, нумай пулмасть "Исток" агрофирмăри (директорĕ А. Илюткин) пултăмăр. Кунта Тăрăнти ферма территори- йĕнче 400 ĕне вырнаçмалăх икĕ вите тума палăртнă. 2016 çула кĕтсе илес умĕн 200 выльăх кĕмелĕх хуралтăпа сĕт сумалли зала хута ячĕç. Ĕçе йăлтах механизациленĕ. Вăй хуракансене кĕрсе канма, çăвăнма ятарлă пỹлĕмсем пур. Урăхла каласан тăрăшма условисем çителĕклĕ. Малашлăха пăхса кадрсем ха- тĕрлеççĕ: вĕрентеççĕ, ăс параççĕ, хуçалăх пурăнтăр, теççĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче Раççей экологи тĕлĕшĕнчен таса та паха апат-çимĕçпе тивĕçтерекен пысăк çĕршыв пулмалли пирки каларĕ. Çакна пурнăçлама чи малтанах тухăçлă ĕçлекен хуçалăхсене пулăшма палăртни пирки пĕлтерчĕ. "Исток" агрофирма районта лайăх аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Апла пулсан шăпах çакăн пеккисене хавхалантармалла.

Агрофирма пек хуçалăхсем республикăра тата пур. "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" агрохолдинг та ăнăçлă ĕçлет. Вăл 15 пин гектара сухаласа акса тăрать, 35 пин сысна, 2 пин ĕне усрать. Çулсерен 450 гектар куккурус никĕсе хурать, тухăç гектартан 50 центнерпа танлашать. Мĕншĕн çак вăйлă хуçалăхсем пирки сăмах пуçартăм-ха эпĕ? Ман шухăшпа, лакса ларнă ял хуçалăх предприятийĕсен, фермерсен çĕрĕсене усă курма аталанса пыраканнисене памалла.

Хаçат вулакансенчен нумайăшĕ пир кĕпе тăхăннă, çăпата сырнă, пĕр урипе çĕр çинче, теприне пусма вырăн çуккипе çĕклесе тăракан ватă старике, хресчене сăнланă ỹкерчĕке ас тăваççĕ-тĕр. Çакнашкал пурнăçа улăштарас тесе колхозсемпе совхозсем йĕркелерĕç. "Гвардеец", "Труд", "Ленинец", "Рассвет", "Герой", Жданов ячĕллĕ колхозсем, "Батыревский" совхоз хăй вăхăтĕнче кĕрлесе кăна тăратчĕç. Ельцин самани пуçлансан вĕсем саланчĕç, каллех çав çăпаталлă старик патне каялла таврăнтăмăр пулать-и-ха? Пĕчĕк фермер хуçалăхĕ- сем çĕршыва тăрантарайĕç-ши? Тепĕр енчен, пусă çаврăнăшне пăхăнманнипе вĕсем пулăхлă çĕре юрăхсăра кăлараççĕ. Специалистсем те çук фермерсен. Пысăк тухăç илес тесен агрономсăр май çук. Ял хуçалă- хĕнче çĕр тĕп тупăш çăл куçĕ пулсан, ăна ячĕшĕн хураткаласа çеç хăварни вырăнсăр.

В. СЕЛИВАНОВ, районти АПК союзĕн членĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика