18 марта 2016 г.
цине пĕлтернĕ тăрăх иртсе кайнă çулталăкра çул-йĕр çинче автотранспортсемпе пулнă аварисен шучĕ маларахри çулталăкпа танлаштарсан 26,5 процент чакнă.
Синкерлăхре вилекенсен, аманакансен йышĕ те сахалланнă. Ырă хыпара илтме кăмăллă, паллах. Çапах та çакă çула тухакансен яваплăхне те, çул-йĕр инспекторĕсен тимлĕхне те хавшатмалли сăлтав пулмалла мар. Пĕлтĕр çул çинче пулнă аварисен 19 проценчĕшĕн юлашки черккене ỹпĕнтернĕ хыççăн руль умне ларакансем айăплă пулни пăшăрхануллă кăтарту!
Нумай пулмасть çул çинче çынсене хăрушсăрлăх йĕркипе тивĕçтерес тĕллевпе йĕркеленĕ район комиссийĕн ларăвĕнче те çак тата ытти ыйтусене çивĕчлетнĕ. Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пыракан ларăва ЧР ШĔМĕн УГИБДД начальникĕн çумĕ, полици подполковникĕ Г. Чурбанов, Патăрьел районĕн кураторĕ, полици подполковникĕ Л. Николаев, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе районти çул-йĕре пăхса тăракан яваплă организацисен ертỹçисем хутшăннă.
Ларура хĕллехи çул-йĕре кирлĕ пек пăхса тăракан, çурхи шыв-шур тапхăрĕшĕн яваплă подряд организацийĕсен ертỹçисем _ В. Рубцов, Т. Арланова. С. Манзуркин, Туçа, Пикшик, Сăкăт, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕсем отчетсемпе тухса калаçнă.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)