18 марта 2016 г.
Иммунитет тытăмне çирĕплетме, шăнса пăсăласран сыхланма килте хатĕрленĕ эмел пулăшать. Çур лимона хуппипе вĕттĕн турамалла. Унта ыхран 7-8 шăлне вĕтетсе хушмалла. Çак хутăша 0,5 литрлă кĕленче савăта ямалла, кайран _ вĕретсе сивĕтнĕ шыв. Шĕвеке 4 кун тĕттĕм вырăнта тытмалла, унтан холодильника лартмалла (лимонпа ыхрана сăрăхтармалла мар). Эмеле ирхине апат умĕн 20 минут маларах 1 апат кашăкĕ ĕçмелле. Ачасене чей е десет кашăкĕпе пама юрать. Сиплĕскере пĕтме пуçласан çĕнĕрен тумалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)