АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă тăвакана усал нихăçан та çулăхмĕ

22 марта 2016 г.

 Пурнăçра çынна ырă туни яланах ырăпа таврăнать. Çакна сăнанă-и? Усалпа ылхан вара яланах çурмалла теççĕ. Районта "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" марафон старт илни уйăх ытла та иртрĕ. Хамăр пуласлăх тесе хак паракан тĕрлĕ шăпаллă пепкемĕрсене йывăрлăхра пулăшас, вĕсене ытлă-çитлĕ пурăнма, вĕренме, аталанма, çав вăхăтрах чирлĕскерсене сипленме кирлĕ услови туса парас тĕллевпе çулсеренех йĕркелекен акцине пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ĕç коллективĕсем, уйрăм хастарсем хутшăннă пирки маларах та асăннăччĕ. Паяна илес пулсан ятарлă счет çине хĕрĕх ытла предприяти учреждени коллективĕ 130 пин тенке яхăн укçа куçарса пама ĕлкĕрнĕ. Ыркăмăллăхăн чикки çук. Çавăнпа та марафон малалла тăсăлнă май, çак ĕçре Патăрьелсем тата ытларах хастарлăх кăтартасса шанас килет.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика