22 марта 2016 г.
"Раççей Федерацийĕнчи сусăрсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен" калакан Федераллă саккунăн 17 статйипе килĕшỹллĕн инвалидсем пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă тивĕçтерỹсен тỹлевĕсемшĕн 50 процент компенсаци илме пултараççĕ. Çакăнта вĕри тата сивĕ шывпа, электроэнергипе, ăшăпа усă курни тата ытти те кĕреççĕ. Çăмăллăх пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăн инваличĕсене, сусăр ачасене, инвалид ачасене пăхакансене тивĕçет. Унпа çак категорине кĕрекен граждансем, уйрăм çуртра пурăннă май газпа хутса ăшăтманнисем те усă кураççех.
Çỹлерех асăннă саккунăн тепĕр статйи вара сусăрсене социаллă пулăшу парассине Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен право акчĕсен нормативĕпе килĕшỹллĕн туса пымаллине çирĕплетет. Çавна май кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикин уйрăм категорине кĕрекен граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерỹ- семшĕн паракан социаллă мерăсем çинчен калакан саккунне хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Инвалидсем тỹ- левсемпе Раççей Федерацийĕн право акчĕсен нормативĕсемпе килĕ- шỹллĕн татăлса пырĕç. Вĕсене укçан паракан компенсаци уйăхсерен 736 тенкĕ тивĕçмест. Февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 31-мĕшĕчченхи тỹлевсене тишкернĕ хыççăн тăкаксемшĕн августра саплаштару пулмалла.
Н. НИКИТИНА, социаллă хỹтлĕх пайĕн заведующийĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)