22 марта 2016 г.
Мартăн 19-мĕшĕнче Шупашкарта патшалăх власть органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче кашни çул пулакан Спартакиада иртнĕ. Ăмăртăва килнĕ çынсене саламланă май Михаил Игнатьев республикăра спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине, çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ комплекссем хута кайнине, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем нумай чухне "Единая Россия" политика партийĕн пуçарăвĕ-пе пулса пынине каланă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Васильевич республикăри власть органĕсенче тăрăшакансем пурте сывă пурнăç йĕркине тытса пынине, кашни хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене те спорта тухма хавхалантарнине палăртнă.
Ăмăртăва пирĕн район администраци йĕн коллективĕн пĕр ушкăнĕ (район администаци пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пынипе) хутшăннă, начар мар результат кăтартнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)