22 марта 2016 г.
Юлашки çулсенче шалти туризм _ çĕршывăмăрăн аталанса пыракан экономика тытăмĕсенчен пĕри. Ăна вăйлатса пырасси Раççей Федерацийĕн хальхи вăхăтра йĕркеленекен приоритетлă тĕллевĕсен шутне кĕни унăн пĕлтерĕшне тата çĕклет. 2015-2016 çулсенчи хĕл тапхăрĕнче кăна туризм юхăмĕ 10 процент ỹснĕ, çулталăк вĕçленнĕ тĕле, малтан палăртнă тăрăх, ỹсĕм 40 процент патнех кармашма пултарать.
Çак кăтарту патнелле талпăнма Чăваш Ен те хăйĕн тỹпине хывасси халех паллă: Раççейре пуçарнă "Чĕрĕ уроксем" экскурси-вĕренỹ проектне хутшăнакан виçĕ регион йышне кĕнĕ. Тепĕр иккĕшĕ _ Хакассипе Свердловск облаçĕсем. Ача-пăча туризмĕн вĕрентỹ сулăмĕллĕ проектне ĕçе кĕртессипе регионсен хушшинчи пĕрремĕш конференцие Чăваш Енре ирттерни çĕршыв ертỹлĕхĕ пирĕн республикăна туризма аталантарма меллĕ хутлăх пек курнипе пĕрлех нумаях пулмасть хута кайнă "Чĕрĕ уроксем" кунта чăннипех ăнăçлă кăтартусем парасса шаннипе çыхăннă.
Асăннă конференци мартăн 17-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче уçăлнă. Влаç органĕсен, медицина тата вĕрентỹ учреждени- йĕсен, туроператорсен çыхăнуллă ĕçне йĕркелес, пĕтĕмĕшле стандартсене çирĕплетес, курав объекчĕ- семпе кадрсене хатĕрлес тĕллевлĕ мероприятие тĕрлĕ регионран хăнасем йышлă килнĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)