АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мартăн 18-мĕшĕнче Крым Раççейпе пĕрлешнĕренпе икĕ çул çитрĕ.

22 марта 2016 г.

 1954 çулта Украина йышне кĕртнĕ çур утрав 60 çул иртсен Раççее таврăнчĕ. 2014 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче унта истори пĕлтерĕшлĕ референдум иртнĕ, республикăра пурăнакансен 97 процента яхăн йышĕ Раççейпе пĕрлешессишĕн сасăланă.

Çак уява Раççейре, çав шутрах Чăваш Енре те анлă паллă турĕç. Шупашкарта Крымпа Севастополь Раççейпе пĕрлешнине халалланă митинг иртнĕ. Хĕрлĕ площаде Чăваш Енĕн официаллă çыннисем, ĕç коллективĕсем, общество организацийĕн представителĕсем, çамрăксем _ пурĕ 10 пин ытла çын _ пухăннă. Уяв концертпа вĕçленнĕ, ăна "Эпир _ пĕрле" ят панă.

Çак уява хисеплесе районти тĕп библиотекăра тăрăшакансем кĕнекесенчен "Ку пирĕн Крым" куçса çỹрекен курав йĕркеленĕ. Унта Шупашкарти наци библиотекинчи кĕнекесем те пулнă. Куравпа халĕ "Çăкăр" музейра паллашма май пур.

х х х

Мартăн 17-мĕшĕнче Чулхулара Раççей Федераци Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочийĕн представителĕ Михаил Бабич çĕршыв ертỹçи хушăвне пурнăçласа Атăлçи округĕнче пурăнакансене патшалăх наградисене панă. Тĕрлĕ профессипе, специальноçпа ĕçлекен 17 çын орденсемпе медальсем тата хисеплĕ ятсем илме тивĕçнĕ. Вĕсем хушшинче Чăваш Республикинчи "Республикăри клиника больници" учрежденин нейрохирурги уйрăмĕн заведующийĕ А. Кротов та пур. Александр Васильевича сывлăх сыхлавĕнче, медицина наукинче тата ĕçре нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Раççей Федерацийĕн Указĕпе килĕшỹл-лĕн "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ врачĕ" ятпа чысланă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика