22 марта 2016 г.
Малалли
Çар комиссариатне учета тăма кĕрсен пĕр офицер мана вăрçă вăхăтĕнче пирĕн ял çывăхĕнчи варта çĕрле дезертирсем канма чарăнни, вĕсене хыçалтан йĕрлесе пынă пĕчĕк отряд çывхарма пуçласан, лешсем çырма урлă каçса вăрманалла тарса ỹкни, тепĕр район территорийĕнче таркăнсене пур пĕрех тытни пирки каласа пачĕ. Дезертирсем отряд еннелле шăпах çак вырăна граната вăркăнтарса хăварнă пулас. Темле сăлтава пула скоба-предохранитель хĕсĕнсе ларнă, çавăнпа граната сирпĕнсе каяйман. Граната çĕр çинче скобана пусса выртнă ĕнтĕ. Çава гранатăна вырăнтан хускатсан тутăхнă скоба вĕçе- рĕннĕ те взрыв кĕрлесе кайнă... Предохранитель икĕ сăлтава пула хĕсĕнсе ларма пултарнă: запал-детонатора граната çумне пăрса хурас умĕн шала çỹп-çап лекнĕ е вăл заводранах кăлтăк- па тухнă. Шăпа темелле-ши çакна? Пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман çынсем иккĕшĕ те гранатăпа сирпĕнсе вилчĕç... _
Халĕ леш тĕнчере пĕрле ĕнтĕ Аннапа Якур, _ тантăшĕн хускалми ỹчĕ умне кукленсе ларса пĕр чарăнми макăрчĕ Васса.
_ Çапла пулса тухать, _ хаш! сывласа илчĕ Павăл. _ Васса, эсĕ çакăнтах кĕтсе тăр. Кун пек чухне милицие хыпар çитермелле. Эпĕ часах таврăнатăп.
Вăрçă вучĕ витĕр тухнă, Польша çĕрĕ çинчи хаяр çапăçусенчен пĕринче йывăр аманса госпитальте сипленнĕ хыççăн каллех строя тăнă Янтушкин капитан йăнăшман: часах районтан килнĕ прокуратура работникĕсемпе милици сотрудникĕсем, патшалăх хăрушсăрлăх комитечĕпе çар комиссариачĕн офицерĕсем унăн версине çирĕплетсе тивĕçлĕ хут çырса хатĕрлерĕç те Анна ỹтне яла илсе кайса пытарма ирĕк пачĕç.
Павăл çамрăк хĕрарăмăн сивĕннĕ ỹтне асăрханса, ыраттарас мар тенĕн ерипен çĕклесе илчĕ те трантас патнелле утса хăпарчĕ.
_ Эх, Анна, паçăр мĕншĕн манпа пĕрле пымарăн-ши эсĕ? _ куçĕнче капланакан куççуль витĕр калаçрĕ капитан. _ Сана, чечек пек илемлĕскере, венчет кĕпи тăхăннăскере, ял Советне йăтса кĕмеллеччĕ манăн...
Павăл васкамасăр утнă май, Аннан кăлкан пек сарă та хулăн çивĕчĕ, "сывă пулăр" тенĕн, каллĕ-маллĕ вĕлтĕртетсе пычĕ...
6.
Пин те тăхăр çĕр утмăл пиллĕк- мĕш çулхи июнь вĕçленес умĕнхи хĕвеллĕ кунсенче Свердловскри пĕтĕмĕшле çарсен аслă училищин курсанчĕсем хăйсене нихçанхинчен те телейлĕрех туйрĕç. Училищĕре çар-тактика, командир хатĕрленĕвĕн занятийĕсем пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан предметсен лекцийĕ- семпе ылмашăнса пынă май, хĕрỹ вĕренỹре çулсем пĕрин хыççăн тепри хыçа юлчĕç. Тăва- тă çул противогаз тăхăнса тактика хатĕрленĕвĕн уйĕсем тăрăх гимнастерка йĕп-йĕпе пуличчен унталла-кунталла чупнă, пысăк аудиторисенче теорилле йывăр занятисенче сахал мар пуç ватса ларнă хыççăн акă выпускниксем иккĕмĕш кун ĕнтĕ хăйсене ирĕклĕн туяççĕ. Офицерсен ылтăн пакунсемлĕ парад формине тăхăнса плацра строя тăма йыхравлакан хушăва чăтăмсăррăн кĕтеççĕ ĕнерхи курсантсем. Казармăри курсантсен ротинче кашни кравать çумĕнчи тумбочка çинче _ икĕ пĕчĕк çăлтăрлă пакунсемлĕ симĕс кительсем, хĕрлĕ йĕрлĕ кăвак галифе, йăлтăр-ялтăр хром атăсем, офицер портупейи, кокардăллă карттус... Ĕçсĕр тунсăхланăран тата офицер çи-пуçĕ питĕ илĕртнĕрен хăш-пĕрисем казармăра лейтенант формипе çỹреççĕ, анчах кĕтмен-çĕртен училище дежурнăйĕ килсе кĕресрен шикленсе ăна темиçе минутранах хывса хурса, каллех курсантăн тăварпа касăлнă-шуралнă гимнастеркине тăхăнса яраççĕ. (малалли пулать)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)