22 марта 2016 г.
Татмăш ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен А. Максимова медицина ĕçченĕ патне тĕрлĕ чиртен сыхланмалли майсем пирки ыйтса пĕлме пыракансем сахал мар. 34 çул вăй хурать вăл çак ĕçре. Пуринпе те калаçма, чирлĕ çынна сиплеме, кирлĕ сĕнỹсем пама вăхăт тупать. Уйрăмах сиплĕ курăксенчен хатĕрленĕ шĕвек ĕçме сĕнет. Çулла хăй те темĕн тĕрлĕ ỹсен-тăрана та типĕтет: пĕтнĕк, чапăр, çăка, клевер чечекĕсене, хăмла çырлин çулçине... Хыр йывăççин çамрăк папкисенчен сывлама пулăшакан эмел хатĕрлет.
Ачасен сывлăхĕпе интересленсе Татмăшри шкул-ача садне те çỹрет фельдшер. Чирсем çинчен лăпкă сасăпа, ăнланмалла каласа парать. Çитĕнекен ăру унăн сăмахĕсене куçран пăхса, тимлĕн итлет. Чирлесрен сăмсапа çăвара хупласа çỹрекенсем те пур ачасем хушшинче. Эрех тата пирус çамрăк организма мĕнле сиен кỹнине ăнлантарать. Мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăçшăн тăрăшсан, спортпа туслă пулсан ачан малашлăхĕ лайăх пулас шанăç çуралатех.
В. ФИЛИППОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)