25 марта 2016 г.
Республикăри Следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă районсем хушшинчи следстви пайĕн иртнĕ çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче районти пĕр ялта пулса иртнĕ хура ĕçе тăрă шыв çине кăларма чылай материал пуçтарма тивнĕ. Саккун йĕркипе айăпланнă, 74 çулхи кинемей умĕнче вара пысăк çылăха кĕнĕ преступник вăтăрта çеç-ха. Пурнăç çулĕ çине тăрса çемьеленмелли, ача-пăча çитĕнтермелли чи хитре вăхăт темелле. Вăл вара виççĕмĕш теçетке тултарса та ĕç мĕнне пĕлмен. Ун пеккисене халăхра та ĕçкĕпе шуйттан тарçи тесе хаклаççĕ. Апăрша пуçтах çак кунхине аванах ярса лартнă та усал шухăш-кăмăлпа ватă хĕрарăм килне сĕмсĕррĕн пырса кĕнĕ. Ăс-тăнĕ хаяр шĕвекпе арпашнăскер, пĕр намăс-симĕсне пĕлмесĕр çакскер малтан ватă хĕрарăма мăшкăлланă, кайран вара ăна сывлăш çулне алă тупанĕпе хупласа вĕлернĕ.
Уголовлă ĕçпе ирттернĕ мĕн пур йышши экспертиза преступник икĕ статьяпа (мăшкăлланăшăн тата вĕлернĕшĕн) айăплине çирĕплетсе панă. Суд приговорĕ вăя кĕнĕ хыççăн унăн 15 çултан кая мар тĕрмери çирĕп режимпа пурăнма тивĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)