АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçа-куçăн та, чуна уçса та калаçма май пулать

25 марта 2016 г.

Чылай чухне сывă çынсен те, сусăррисен те хăйсене паракан çăмăллăхсем, реабилитацилемелли техника хатĕрĕсем, илтмелли аппаратсем тата ытти пирки те ыйту çине ыйту пуçтарăнса каять. Мартăн 31-мĕшĕнче шăпах çакнашкал пăшăрханусене, иккĕленỹсене куçа-куçăн, уççăн татса пама май пулать. Çак кунхине 14 сехетре пирĕн районти граждансене Раççей Федерацийĕн социаллă страховани Фончĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕн Патшалăх учрежденийĕн управляющийĕ Галина Григорьевна Николаева хăйсен ыйтăвĕпе йышăнать. Тĕл пулăва çакланас тесен маларах 6-15-92 телефонпа çырăнмалла.

Йышăну Патăрьелĕнчи Ленин проспектĕнчи 29 çуртăн 111-мĕш пỹлĕмĕнче иртет. Юлашки çулсенче районта граждансен социаллă тивĕçтерĕвĕ пирки çакнашкал тĕл пулу пулман. Çавăнпа та май пур чухне Патшалăх урежденийĕн управляющийĕпе кирек мĕнле ыйтăва та уçăмлатса юлма пултаратăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика