АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тет" хыççăн кайса

25 марта 2016 г.

Тепĕр чухне хăш-пĕр хыпар-хăнара илтнĕ хыççăн чăнласах та хыçалалла кайсах ларăн. Иртнĕ эрнере Сăкăтра чупакабра (юн ĕçекен чĕрчун) евĕрлĕ тискер чĕрчунсем тупăнни, вĕсем вара çынсен килти выльăх-чĕрлĕхне сăтăр туни, юнĕсене ĕçсе пăвса вĕлерни пирки сăмах-юмаха илтнĕ хыççăн малтан чун сỹ! туса кайрĕ. Çак шухăш пуçран сĕвĕрĕ- личчен вара яла çитсех килме шут тытрăм. Усал хыпар утпа çỹрет тенĕ евĕр, сăмах çинех тата кун пирки тантăш-пĕлĕшĕмсем те çунакан вут çине краççын сапнă пекех, умлă-хыçлă шăнкăравсем ячĕç. Ăшă çĕршывсенче çеç пурăннине хăнăхнă тăватă ураллă "туссем" Юхмапа Пăла тăрăхне епле килсе ерме пултарнă-ши? Тен, кам та пулин пăрахса хăварнă? Е тата, кам патĕнче те пулсан пытанса пурăнаканскерсем тухса тарнă?

Çын хыççăн кайса вара... вакка та сиксе вилĕн. Çакна чăнласах та ĕнентĕм. Пĕр кунхине вăрман хĕрринче касăхса та выçăхса çỹрекен çапкаланчăк анчăксем яла иленнĕ иккен. Çакскерсем чăнах та пĕрисенне çеç мар, темиçе çемьен сурă- хĕсене те пăвса пăрахнă, туланă, юнне те ĕмнĕ пуль. Кашкăр пек пысăк йытăсем курница евĕр çỹллĕ хуралтăллă хуçалăха çул хывайманни паллă-ха ĕнтĕ. Лутрарах хỹме вара усалскерсемшĕн чăрмав мар: сик те каç! Вăт çỹренĕ вара хуçасăрскерсем пысăк ялта хуçа пулса! Ял тăрăхĕн-чен пĕлтернĕ тăрăх, нумай пулмасть вăрăм ураллă вĕшле йытăсене сунарçăсем пулăшнипе капкăна çаклатнă-ха. Анчах та унта пурте лекеймен курăнать.

Ку ыйтупа пикенсе ĕçлемелли куç умĕнчех. Юрать-ха, пĕчĕк ачасем е тата аран-аран çеç çỹрекен ватăсем "чупакабрăсен" мăшкăлĕ пулман. Усал кăмăл вăхăтĕнче вĕсемпе куçа-куçăн пулсан та сиксе ларасла, çурса тăкасла вĕрекен анчăксен пурин те хăйсен ăсĕ. Ватăсем калашле, йыттăн хỹри кукăр, ăна шанма хĕн. Кучухне ял çынни никам мăшкăлĕ е хур курма выльăх-чĕрлĕх ỹстермест. Хăй вăйĕпе, тарĕпе çитĕн-тернĕ сурăхне те, хур-кă- вакалне те, чăх-чĕпне те харам пырсен аллине парас килмĕ. Ку вăл хăйĕн çемйи, ачисен çиес татăкне туртса илниех.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика