АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ кăларăм

25 марта 2016 г.

"Чувашия" ПТРК, Чăваш Ен наци телевиденийĕ, "Советская Чувашия" хаçатăн пĕрлехи проекчĕ _ "Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограмма телеэкрансем çине тепĕр хут таврăнать.

Хальхинче калаçу çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхĕ тата пахалăхĕ çинчен пулĕ. Телекуравçăсем Шупашкарти "Радужный" микрорайона, "Новый город" пурăнмалли çĕнĕ района çитсе кураççĕ, Çĕнĕ Шупашкарти нумай хутлă çуртра энергорессурсене тĕрĕслекен тата шута илекен "ăслă çурт" автоматизациленĕ телеметрика тытăмĕ мĕнле ĕçленипе паллашаççĕ, Элĕк районĕнче пурăнма юрăхсăр тата авариллĕ çурт-йĕртен куçарассин программипе килĕшỹллĕн пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулнă, çавăн пекех нумай пулмасть çĕнĕ çурта пурăнма куçнă нумай ачаллă çемьесенче хăнара пулса кураççĕ.

Отрасльĕн паянхи пурнăçĕ, çитĕнĕвĕсемпе çивĕч ыйтăвĕсем, малашлăхĕ çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Леонид Никитин журналиста каласа кăтартать.

"Пирĕн республика. Тĕп тема" телепрограммăн черетлĕ кăларăмне ĕнер "Россия-1" телеканалăн регионри эфи- рĕнче 19 сехет те 30 минутра, Чăваш Ен наци телевиденийĕпе 20 сехет те 40 минутра эфира кăларчĕç, паян, мартăн 25-мĕшĕнче "Россия-24" телеканалăн регионри эфирĕнче 18 сехет те 30 минутра курма пулать. Черетлĕ кăларăма курмасăр ан юлăр!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика