25 марта 2016 г.
Пĕр хĕрарăм калаçура çĕр лаптăкĕн размерĕ документрипе тỹр килменнине пĕлтернĕ. "Çĕре виçнĕ чухне эпĕ кун пирки шухăшламан та. Каярах хатĕр хут çине пăхрăм та _ çĕр лаптăкĕ хамăр усă кураканнинчен пĕчĕкрех. Карта та инженер кăтартнă вырăнта мар, урăх çĕрте тăрать... Манăн халь мĕн тумалла?" _ тенĕ пăшăрханса хĕрарăм.
"Документсемпе паллашнă хыççăн çакна каламалла: сирĕн унта уйрăмлăх пысăк мар. Эсир кадастр йăнăшне тỹрлетме е участокăн чиккине тĕрĕс палăртма, сирĕн улшăну 10 процентран иртменнине шута илсе, кадастр инженерĕ патне кайма пултаратăр. Анчах чикке палăртнă чухне ял тăрăхĕпе тата кỹршĕсемпе калаçса татăлмалла. Кадастр инженерне ĕçе хăвăртрах вĕçлеме ыйтăр, мĕншĕн тесен июлĕн 1-мĕшĕнчен улшăнусем пулаççĕ".
Йышăнăва пынă тепĕр ача амăшĕ приватизаци ыйтăвне хускатнă.
_ Манăн аслă тете приватизаци йĕркипе патшалăхран тỹлевсĕр пỹлĕм илнĕччĕ. Нумай пулмасть ăна социаллă наймпа пĕр пỹлĕмлĕ хваттер пачĕç. Вăл ăна халь приватизацилеет-и?
_ Граждансем приватизацине икĕ хутчен хутшăнма пултараяççĕ _ пĕрремĕш хут 18 çул тултариччен, тепĕр хут вара кайран. Сирĕн тетĕр миçере чухне пỹлĕмне приватизациленĕ?
_ 59 çулта.
_ Апла пулсан вăл иккĕмĕш хут усă кураймасть. Çакна та асăрхаттарас килет: енчен те тетĕр хваттерте пĕчченех пропискăра тăрсан, вăл вилсен пурăнмалли кĕтес патшалăха каялла куçать. Тăванĕсемпе пĕрле пулсан вĕсем социаллă найм условийĕпе малалла та пурăнаяççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)