АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăна _ вăхăтлăх Туслăх _ ĕмĕрлĕх

25 марта 2016 г.

Нумай пулмасть Чăваш Енре сахал йышлă халăхсене патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтусемпе VI культура форумĕ ĕçлерĕ.

Ăна шăпах пирĕн респуб- ликăра ирттерме йышăнни ахальтен мар. Чăваш Енте тĕрлĕ 128 наци çынни пĕр- пĕринпе туслă пурăнать. Вĕсенчен чи пысăк йышлисем _ 4 халăх: чăвашсем _ 67,7 процент, вырăссем _ 26,9 процент, тутарсем _ 2,8 процент, мордва _ 1,1 процент, ытти халăх çыннисем _ 1,5 процент.

Полина ЛОГУНОВА, район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ:

_ Тĕрлĕ халăха патшалăх пулăшăвĕ парас ыйтусемпе VI культура форумне Чăваш Енре йĕркелени чăнах та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн районта та тĕрлĕ халăх çыннисем ки- лĕштерсе пурăнаççĕ. Юлашки çулсенче пĕр наци çынни тепĕр наци çыннипе çемье çавăракансем те пур. Форума хутшăннă май ытти регионсен наци культурипе, йăли-йĕр- кипе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Туслăхра яланах ăнăçу, çитĕнỹ çуралать. Çавăнпа та мĕнпур халăха çак пысăк туйăм пĕрлештерсе тăтăр.

Серине АЙЗАТУЛЛОВА, Шăнкăртамри ял вулавăшĕн библиотекарĕ:

_ Форумра Раççейри сахал йышлă халăхсен культурине аталантарас, йăли-йĕркине ламран-лама упраса хăварас, çак тĕллевпе вĕсене тивĕçлĕ пулăшу парас ыйтусене те анлă çутатрĕç. Тĕрлĕ халăх представителĕсен калаçăвне итлеме, опычĕпе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Çĕр çинче яланах тăнăçлăх, ăнланулăх хуçалантăр, халăхсен туслăхĕ малашне те çирĕпленсех пытăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика