АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КОНКУРСА ХУТШĂНМА ВАСКĂР!

25 марта 2016 г.

 Ĕç çынни çулталăкне халалласа, çавăн пекех ял çыннин профессине пропагандăлас тата районти фотоискусствăпа интересленекен çамрăксене тупса палăртас, вĕсене пулăшас, район, администрацин сăн ỹкерчĕксен архивне пуянлатас тĕллевпе район администрацийĕ "Эпĕ хамăн профессипе мăнаçланатăп" сăн ỹкерчĕксен конкурсне йĕркелет. Вăл апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 25-мĕшĕччен пырать.

Конкурса районта пурăнакан кашни çын хутшăнма пултарать. Конкурс çак номинацисемпе иртет:

_ производство сфера ĕçченĕсем (ял хуçалăх тата строительство);

_ тивĕçтерỹ сфера ĕçченĕсем (суту-илỹ, тивĕçтерỹ сфери, йăла-йĕрке тивĕçтерĕвĕ);

_ бюджет сферинче вăй хуракансем.

Конкурса хутшăнакансем хăйсен ĕçĕсене электронлă майпа, JPG форматпа, А4 форматпа пичетлесе кăларма юрăхлă илсе килмелле. Сăн ỹкерчĕкпе пĕрлех конкурсантăн хăйĕн çинчен пĕлтернĕ анкета пулмалла. Условине тивĕçтермен сăн ỹкерчĕке пăхса тухмаççĕ, каялла памаççĕ.

Конкурса хутшăнакансен хăйсен ĕçĕсене апрелĕн 25-мĕшĕччен район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пая е электрон почтипе admm1@batyr.cap.ru, info4@batyr.cap.ru адрессемпе çитермелле, çавăн пекех почта урлă çак адреспа ямалла: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 5 çурт, 2 кабинет. Конкурса тăратнă кашни сăн ỹкер- чĕкĕн авторĕ тата ячĕ кирлĕ. Конкурсантсен ĕçне тематикăпа тата номинаципе килĕш- се тăнине, композицин хăйнеевĕрлĕхне, пурнăçланă ĕçĕн пахалăхне, пуянлăхне, тивĕçлĕ шайра тунине пăхса хаклаççĕ. Конкурс условийĕсемпе тĕплĕнрех район администраци сайтĕнче паллашма пулать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика