25 марта 2016 г.
Республикăри спорт министерстви çак отраслĕн 2015 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвне турĕ. Хастарсемпе пултаруллисене вара уйрăммăн палăртрĕ. Вĕсене коллеги ларăвĕнче чысларĕ. Патăрьелсен те спортра тунă çитĕнĕвĕсем пур. Физкультурăпа массăллă спорт ĕçне халăх хушшинче анлăн сарассипе пирĕн район иккĕмĕш вырăн йышăннă. Республикăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсем хушшинче "Паттăр" ДЮСШ (директорĕ А. Краснов) виççĕмĕшне тухнă. Çавна май спорт министерствин дипломне тата 10 пин тенкĕ укçан премие тивĕçнĕ.
Пирĕн ентеш, Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹс- нĕ, В. Ярды ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен олимп резервĕсен çиччĕмĕш ятарлă велоспорт шкулĕнче ăсталăх пухнă, Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ, кросс-кантри тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ Ирина Калентьева "Чăваш Республикинчи 2015 çулхи чи лайăх спортсмен" ята çĕнсе илнĕ. Çак ялтах çуралса ỹснĕ, çỹлерех асăннă шкулта вĕреннĕ Ольга Терентьева вара велоспорт-маутинбайк енĕпе Раççей спорт мастерне çитнĕ, кĕмĕл призер "Спорт резервĕн лайăх спортсменĕ" ята тивĕçнĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)