АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕтел çинче _ студенткăн иккĕмĕш кĕнеки

29 марта 2016 г.

Шăнкăртам мăнаçлăхĕпе киленсе çитĕннĕ Илюза Пазюкова (ỹкерчĕк-ре) паян Хусанти аслă шкулта филологи факультетĕнче пĕлĕвне малалла тăсать. Тутар чĕлхипе литературин вăрттăнлăхне алла илесси, тăван халăх культурине тĕпчесси чиперккен ача чухнехи ĕмĕчĕ пулнă. Çак тĕллевпех вăл шкулта вĕреннĕ вăхăтрах районта тухса тăракан "Авангард" хаçата тĕрлĕрен статья, сăвă, тĕрленчĕк, калав ярса тăнă. Урăхла каласан, ачаллах творчество каçалăкĕнче хăйĕн вырăнне шыранă. Пикенсе тăрăшнин усси куç умĕнче. Çак кунсенче çамрăк автор хăйĕн иккĕмĕш кĕнекине алла илнĕ. Ял вулавăшĕнче "Çамрăк чухнехи çуркунне" сăвăсен кĕнекин презентацине Г. Черекова библиотекарьпе тутар чĕлхин учительници С. Ишмуратова йĕркеленĕ. Пултаруллă сăвăçăн ĕçне пахалама, хак пама Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека системин директорĕ Н. Исаева, методика уйрăмĕн заведующийĕ И. Гаврилова, район хаçачĕн тĕп редакторĕ Н. Мазякова, республикăри "Вакыт" хаçат редакторĕ Г. Гинатуллина тата ыттисем те хутшăннă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика