29 марта 2016 г.
Юлашки вăхăтра йĕрке хуралĕнчен çакнашкал усал хыпарсем çине-çинех хаçат редакцине çитрĕç. Çак кунсенче çеç акă, район прокуратури 59 çулхи пĕр пуçтах пирки айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетни пирки хыпар ячĕç. Çулланнă арçынна РФ УКăн 105 статйин 1 пайĕпе айăплаççĕ. Ỹсĕрскер, пĕр кунхине хăйсен килĕнчех мăшăрĕпе хирĕçсе кайнă. Ытти-хыттишĕн те мар, арăмне тепĕр арçын çумне кĕвĕçнипе. Çилли тулса çитнĕскер, хăй мĕн хăтланнине те ăнкарса ĕлкĕреймен курăнать, сĕтел çинче выртакан çĕççе ярса илнĕ те арăмне вилмеллех амантнă. Кĕвĕçекене вара ватăсем калашле, кĕве çеç çимест, тĕрме те кĕтет...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)