АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха вăрлăхран _ лайăх тухăç

29 марта 2016 г.

 "Мĕн акатăн, çав шăтать", - тенĕ мĕн ĕлĕкех ваттисем. Çавăнпа та акма тата лартма паха вăрлăх кирлĕ. Комсомольски районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем çак чăнлăха тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çур акине хатĕрленсе яланах элита тата кондицие ларнă вăрлăх хатĕрлеççĕ.

Паха çĕр улми çитĕнтерессипе Каçал ен республикăра малтисен йышĕнче. Пирĕн тăрăхра "иккĕмĕш çăкăра" ытларах "Çĕрулмие мухтав" агрофирма çитĕнтерет. Вĕсем çĕр лаптăкне те, тухăçне те çулран-çул ỹстерсе пыраççĕ. Сăмахран, 2015 çулта республикăра кашни гектартан вăтамран 206,5 центнер çĕр улми илнĕ пулсан, агрофирмăра _ 341. Анчах та Европа çĕршывĕсен кăтартă- вĕсемпе танлаштарсан, эпир вĕсенчен чылай кайра иккен. Агрофирмăн тĕп агрономĕ Алексей Селиванов пĕлтернĕ тăрăх, паха тухăç илесси тар тăкмасăр пулмасть.

- Паяна аван ĕçлекенсен йышĕнче пулин те, ыттисен, уйрăмах ют çĕршыври ĕçтешсен, паха опычĕ- пе паллашмалла. Çĕр ĕç технологине тĕпе хурса ĕçлемелле, пусă çаврăнăшне çирĕп пăхăнмалла. Тĕслĕхрен, аван тухăç илес тесен, чи малтанах çĕр улмине ялан пĕр вырăнта лартмалла мар. Пусă çаврăнăшне 3-4 çул улăштарса тăмалла, тĕрлĕ культура çитĕнтермелле. Пĕр çул тырă, тепĕр çул - пăрçа, виççĕмĕшĕнче пахча çимĕç пулмалла. Çĕр улми çитĕнтермелли çĕре кĕркунне хатĕрлесе хăварни, çуркунне çĕр пиçсе çитсессĕн çеç уя кĕни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ чир-чĕртен вăхăтра асăрханмалла.Пĕр сăмахпа каласан, паха тухăç çитĕнтерме пур условие те шута илмелле. Йăнăшма, ĕçе кая хăварма юрамасть, - терĕ Алексей Селиванов.

Тĕп агроном çĕр улмине сортне кура тата унăн калăпăшне шута илсе лартмаллине те çирĕп пăхăнса вăй хумаллине асăнчĕ. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, йăрансене кăпкалатмалли, çум курăкран, тĕрлĕ хурт-кăпшанкăран имçам сапмалли тапхăра пăхăнмалла. Чи пĕлтерĕшли тата - вăрлăх пахалăхлă пулмалла. Унсăрăн пысăк тухăçпа савăнаймăн.

- Агрофирма 15 çул вăрлăхлăх çĕр улми туса илессипе ĕçлет. Ку енĕпе ятарлă специалистсем тăрăшаççĕ. Вĕсем вăрлăхлăх ỹсекен çĕр улми уйĕсене пăхса тăраççĕ, мĕнле çитĕннине сăнаççĕ. Чи тухăçлине палăртаççĕ. Кунта, паллах, çĕр пахалăхне шута илни те вырăнлă. Çĕр улми вăрлăхне 2 çулта пĕрре çĕнетсе тăмаллине те асра тытмалла, çавăн пек тусан кăна тухăçпа савăнма пулать. Çавна май агрофирма вăрлăха çĕнетессине пысăк тимлĕх уйăрать. Сăмахран, 2015 çулта эпир çĕнĕрен 250 тонна вăрлăх кỹрсе килнĕ. 2016 çулта 200 тонна туянма планлатпăр. Çакнах ыттисене те сĕнетпĕр. Уйрăм хуçалăх тытса пыракансен тăтăш çĕнетмелле. Акă, паяна пирĕн хуçалăхра паха тухăç паракан сортсен - "Ред Скарлет" тата "Гала" - вăрлăхĕсем пур, - пĕлтерчĕ тĕп агроном.

Район çыннисене пĕлтерсе хăваратпăр: "Слава картофелю" агрофирмăра çĕр улми вăрлăхĕ туянма пулать. Ялта пурăнакансене меллĕ пултăр тесе вĕсем заявкăсем йышăнаççĕ. Çитес вăхăтра вара Канаш, Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи ялсене çитме палăртаççĕ. Интереслентерекен ыйтусемпе 8-905-342-56-67 тата 8-960-306-30-76 номерсемпе шăнкăравлама юрать.

2015 çулта "Слава картофелю" агрофирма "иккĕмĕш çăкăра" 740 гектар çитĕнтернĕ, 25293 тонна пуçтарса кĕртнĕ. Чи пысăк тухăç параканнисем - "Ред Скарлет" тата "Гала" сортсем. Вăтамран кашни гектартан 480 тата 530 центнер тухăç илнĕ. Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха вĕсем? "Ред Скарлет" - ир пулакан çĕр улми сорчĕ. Хĕрлĕ тĕслĕ, çаврака тăрăхла формăллă, ăшĕ - сарă. Лайăх упранать.

"Гала" - вăтам ир çитĕнекен сорт (75-80 кун). Пысăк тухăçлă, çимĕçĕ сарă тĕслĕ. Унăн тухăçĕ вăтамран пĕр гектартан 600 центнера çитет. Упранаслăхĕ аван.

А. ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика