29 марта 2016 г.
Чăваш Ен телеэкранĕсем çине "Пирĕн Республика. Тĕп тема" программа çĕнĕрен таврăннине эпĕ ырласа йышăнтăм. Хальхинче калаçу çурт-йĕр тăвас ĕçе хăвăртлатасси тата строительство пахалăхне лайăхлатасси пирки пычĕ.
Республикăри пекех, пирĕн районта та пĕлтĕр строительство ĕçĕсем начар мар пулса пычĕç. 2015 çулта 24,5 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă. Иртнĕ çул "Пурăнмалли çурт-йĕр" федераллă программăпа килĕшỹл- лĕн 12 çамрăк çемье (8,1 миллион тенкĕлĕх) çурт-йĕрне лайăхлатрĕ.
Хальхи вăхăтра пирĕн ра йонта 146 çамрăк çемье, 73 тăлăх ача, нумай ачаллă 16 çемье çурт-йĕр ыйтăвне ла йăхлатас тĕлĕшпе черетре тăрать.
2016 çулта та экономикăри çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăрах тĕрлĕрен программăна явăçса районта пурăнакан çынсен ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшăпăр.
Н. КРАСНОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)