29 марта 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Саранск хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе пынă канашлăва хутшăннă. Михаил Бабич палăртнă тăрăх, çул-йĕр ыйтăвĕ регионсемшĕн питĕ актуаллă. Калас пулсан, федерацин Атăлçи округĕ тăрăх 330 пин çухрăм çул-йĕр выртать, кăтартăва пăхас пулсан, çĕршыври мĕн пур çулсенчен 22,7 проценчĕ. Çулсем çинчи инкексен нумай сăлтавĕ çул-йĕр пахалăхĕпе те çыхăннине палăртнă. Канашлăва пухăннисем умĕнче Михаил Бабич çулсем çинче пулакан инкексем пирки те чарăнса тăнă. Ыйтăва пур ертỹçĕсен те пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлемеллине çирĕп асăрхаттарнă. "Федерацин Атăлçи округĕнче сахал мар мероприяти ирттернĕ. Инкек пулнă тĕслĕхсен шучĕ 9 процента чакни те çакнах çирĕплетсе парать. Çын пурнăçĕ чи хакли. Çулсем çинче инкексене 54 пин çын лекнĕ, 4 пин те 456-шĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Чи йывăр çухату _ 131 ача вилни", _ пăшăрханса каланă Михаил Бабич.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)