29 марта 2016 г.
Хуçалăх мĕнле пуласси кадрсенчен нумай килет. Анлă тавракурăмлă, çирĕп, сăмаха пурнăçлакан, малашлăхпа пурăнакан ертỹçĕ яланах çитĕнỹсем тăвать. Халăх "тилхепене" тытаканăн ĕçне çав тери сăнать, мĕншĕн тесен пурнăç шайĕ ун аллинче.
Ертсе пырас ĕçе пуçăнсан шаннă тивĕçе чысшăн çеç пурнăçламалла мар. Шел пулин те, депутатсем хушшинче те çиелтен çеç вăй хуракансем пур. Енчен те икĕ çулта нимĕн те тăваймасан, хăйĕн ĕçне кăтартаймасан унран ертỹçĕ пулаймасть. Шанмалли те çук. Акă, Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăха Н. Андреев 30 çул ытла ертсе пырать. Унта тимĕрçĕ лаççи те ĕçлет, выльăх-чĕрлĕхĕ те вите тулли, халăх та вăй хурать.
Пирĕн çĕршывра хăй вăхăтĕнче чиркỹсене салат- нă, çапах та малашлăха курса тăракан М. Крылов тăрăшнипе Тăрăнтине сыхласа хăварнă. Пултаруллă çынна ялта пурăнакансем паян та ырăпа асăнаççĕ. Колхозсемпе совхозсен системине аркатнă чухне район, ял тăрăх пуçлăхĕсем, çĕрпе ĕçлекен специалистсем çĕр ыйтăвĕпе йĕркеллĕ тăрăшнă пулсан паянхи пăтăрмахсем те сиксе тухмастчĕç.
Паян районта "Батыревский", "Исток", "Звезда", "Малалла", "Первомайск", "Труд", "Красное знамя" хуçалăхсен, Р. Санзяпов фермер хуçалăх ертỹçисем аван ĕçлесе пынине пĕлетпĕр. Ыттисен мĕншĕн вĕсенчен тĕслĕх илмелле мар?
Ĕлĕкхи вăхăтра кадрсене суйласа илсе кирлĕ вырăна лартасси пĕрремĕш тĕллев пулнă. Çак ыйтăва тимлĕх уйăрма пăрахрĕç, вăл хăйне май пулса пырать. Ял çынни час-часах: "Маншăн пулсан..." тесе калама пăхать. Çапла вара хамăр пурнăç шайне хамăрах начарлататпăр. Кадрсене урамран илсе кĕрсе вырнаçтарассине тĕпрен пăрахăçламалла. Халăхăн хăйĕн правипе туллин усă курса ертỹçĕне тĕрĕс, васкамасăр суйламалла. Çакăн чухне çынсен пурнăç условийĕн шайĕ те ỹсĕ, ял та малалла аталанĕ.
В. МИХАЙЛОВ, ĕç ветеране
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)