29 марта 2016 г.
Лайăх кỹршĕ тăванран çывăх, теççĕ. Анчах яланах ун пек мар иккен.
Çак кунсенче редакцине Шăнкăртамри Интернационалистсен урамĕнчи 38-мĕш çурт хуçи кĕчĕ. Чунĕ тулса çитнипе вăл хаçатран пулăшу ыйтма шут тытнă. Сăлтавĕ вара _ кỹрши, 36-мĕш пỹртре пурăнаканскер, выльăх пуснă хыççăн юлашки- тĕрешкине, юнне хыçалти пахчине туха-туха пăрахни. Хăлхапа 10 хут илтнинчен куçпа пĕр хут курни лайăхрах тенине шута илсе кайсах пăхса килтĕмĕр. Чăнах та, унта та кунта юн куписем выртаççĕ. Хăшĕ-пĕрне тислĕк- пелен хупласкаласа хунă-ха. Шел, хаçат тĕрлĕ тĕслĕ тухмасть, çавна май сăн ỹкерчĕкре лайăхах палăрмасть. Инçех мар выльăх юлашкийĕсене çиме килнĕ кашкăр пек йытăсем çỹреççĕ. Вĕсен çăварне ачасем лекесрен те хăрамалла.
_ Каяшсем кăларса пăрахасса кĕтеççĕ ĕнтĕ. Ирхине кунта йытăсене кĕтĕвĕпех курма пулать, вĕсен сасси таврара янăраса çеç тăрать, _ пĕлтерчĕ кил хуçи. _ Тĕрĕссипе калатăп, çак тасамарлăхран йăлтах ывăнса çитрĕмĕр. Кăçал çуркунне шыва çĕр çăтрĕ те _ аптăрамарăмăр-ха, хăш-пĕр чухне пахча тăрăх юн шывĕ юхать вĕт. Кỹршĕпе вăрçăнас мар тесе йĕркеллĕ те калаçса пăхрăм _ анчах усси сисĕн-мерĕ. Çулла лайăх мар шăрш кĕнĕрен сывлама çук. Пỹртри форточкăсене те уçаймастпăр. Тăвансемпе пĕлĕшсем килсен садра та лараймастпăр çак сăлтавпах. Пахчарах пусă та пур, унти шывпа мĕнле усă курмалла пирĕн? Пĕлместĕп. Ыттисем те выльăхсем пусаççĕ, анчах ниçта та çакăн пек тирпейсĕрлĕх курман. Пĕр-пĕр чир сарăласран та хăратать. Чăтăмлăхăм пĕтрĕ, çавăнпах редакцине пулăшу ыйтма килтĕм.
Йĕрке тăрăх, выльăха пусса тирпейленĕ хыççăн юлашки-тĕрешкине ятарлă вырăна кайса памалла. Унтан кашни кун тенĕ пекех пыршă-пакартăна, шăмăсене Елабугăна турттарса каяççĕ. Интернационалистсен урамĕн-чи 36-мĕш çуртра пурăнаканăн çакна тума вăхăчĕ çитмест-ши е ятарласа тĕрĕслекенсем килсе асăрхаттарасса кĕтет-ши?
О. ПЕТРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)