АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улăхри кăвак чечек

29 марта 2016 г.

(малалли)

Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн Белоруссире паттăррăн çапăçса пуç хунă Егор Эскеров капитанăн ывăлĕ _ Илюк _ каçхине тенкел çинчи офицер формине унтан-кунтан туртса тирпейленçи турĕ, чи çиелте выртакан йăлтăркка кăсăруклă, хĕрлĕ кăшăллă карттуса тỹрлетсе лартрĕ. "Офицер званийĕ илес умĕнхи тапхăрта эсĕ те питĕ хумхантăн пулĕ, аттеçĕм, _ чỹречерен урамалла пăхнă май шухăшларĕ курсантсен отделенийĕн командирĕ Илья Атнашкин.

_ Çак училищĕри выпускной экзаменсем хыççăн, тен, эсĕ те малашлăх пирки шутларăн пулĕ. Паллах, аннепе тĕл пуласси, вăл санăн хĕрỹ юратăвна мĕнлерех йышăнасси пирки те пуç ватнă ĕнтĕ. Иксĕр пĕр-пĕрне çав тери юратса пурăнни çинчен кукамай та, асанне те нумай каласа панă мана. Санпа, Хĕрлĕ Çар командирĕпе, пĕр çемьене пĕрлешсе хушаматна илме ĕлкĕреймен пулсан та пысăк юрату туйăмĕ аннене хĕр пуçăнах ача çуратма хистенĕ. Ачасем хушшинче мана "вĕлтĕрен кайăкĕ" тесе виртлесе илсен кукамай патне миçе хутчен йĕрсе килмен-ши эпĕ.

"Эсĕ _ "вĕлтĕрен кайăкĕ" мар лăплантаратчĕ мана кукамай.

_ Санăн аçу пысăк çын _ тăват çĕр аллă салтакпа, вунă офицерпа командăлакан батальон командирĕ пулнă, вун тăххăртах капитан званийĕ илнĕ", _ тетчĕ. Вăрçăра паттăрăн çапăçса вилмен пулсан эсĕ генерала тухма пултарни пирки те асăнатчĕ. Кун пирки ăна пĕтĕмпех Павăл пичче каласа панă. Аттепе аннене саккунлă майпа пĕр çемьене пĕрлешме, Эскеров хушаматне илме хаяр вăрçă чăрмантарни пирки те ăнлантаратчĕ мана юратнă кукамай.

Малалла вара курсантсен отделенийĕн командирĕ Егор Атнашкин аслă сержант шкулта вĕреннĕ, пĕр шухăшсăр çỹ-ренĕ çулсене куç умне кăларчĕ. Пĕрремĕш класранах "пиллĕк" паллăсемпе вĕренсе пынă май, унран "вĕлтĕрен кайăкĕ" виртлĕ сăмах тахăш вăхăтра хăпса таçта вĕçсе çухалнине тата ыттине те аса илчĕ...

Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне учительница ачасене хăйсен пулас профессийĕ пирки çырса кăтартма хушсан Илюк: "Шкул пĕтерсен эпĕ атте пекех çар училищине вĕренме каятăп, офицер пулатăп..." тесе шăрçаларĕ хут листи çине. "Илюк, эпĕ санăн аçуна та вĕрентнĕ, _ терĕ ăна учительница, уроксем хыççăн класра хăварса. _ Пăхатăп та, унăн илемлĕ сăнне, вĕренес пултарулăхне, ỹт-пỹ пиçĕлĕхне ним юлми йĕрлесе илнĕ эсĕ. Аçу пекех пулма ĕмĕтленни питĕ лайăх. Нимле йывăрлăха пăхмасăр пурнăçлама тăрăш хăвăн çутă ĕмĕтне. Çар офицерĕсем ял-йышра ĕлĕк-ренпех питĕ сумлă пулнă".

Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн кукамăшĕ пач кĕтмен çĕртен, йывăр чире пула ĕмĕрлĕхех куçне хупсан Илюка асламăшĕ çав кунах хăйĕн хỹтлĕхне илесшĕнччĕ. Анчах та Павел Янтушкин подполковник, шăпах çав вăхăтра тăван яла черетлĕ отпуска килнĕ-скер, хăйĕн чи çывăх юлташĕ пулнă паттăр офицерăн _ Егор Эскеровăн сĕм-тăлăха юлнă ывăлне суворовецсен çар училищине илсе кайрĕ. Çак учи- лищĕри мĕн пур преподавательсене тĕлĕнтерсе, вĕренме кĕмелли экзаменсене "питĕ лайăх" паллăсемпе тытрĕ, физкультура хатĕрленĕвĕн нормативĕсене те чыслăн пурнăçларĕ. Суворовецсен училищине пĕтерсен вара хăйĕн ашшĕ вĕреннĕ Свердловскри аслă çар училищинчех пĕлĕве малалла туптарĕ...

_ Çывăрма выртмалла! Вăхăт вуннă çитнĕ! _ шухăшсен çиппине татса кăшкăрса ячĕ казармăна кĕнĕ дневальнăй.

_ Эсĕ хăв çывăрма вырт, кĕçĕн сержант юлташ! _ тĕксе илчĕ пĕр курс пĕтернĕ курсанта çивĕч чĕлхеллĕ выпускник.

_ Пире, лейтенантсене, нимле хушу та пама пултараймастăн эсĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика