29 марта 2016 г.
Федераллa caмaллaхсемпе усa куракансен коммуналлa тивecтер?семшeн татaлассинче малашне мeнле улшaнусем пулec?
Чăваш Республикин "Уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн татăлмалли тỹлевсемшĕн социаллă хỹтлĕх памалли мерăсем çинчен" саккунне иртнĕ çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕччĕ. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсене, участникĕсене, сусăрсене, радиаци тивнисене тата ыттисене те пырса тивет.
Кăçалхи февралĕн 29-мĕшĕнче вара республикăри министрсен кабинечĕ уйрăм категорири граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн тỹлессин расхучĕсене уйăхсерен саплаштарассине куçăм тапхăрĕнче (февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 31-мĕшĕччен) республика стандарчĕпе килĕшỹллĕн чăн фактсене кура памалли çинчен хушу кăларчĕ. Çакăнпа килĕшỹллĕн пирĕн районта уйрăм çуртсенче пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсем февраль-апрель уйăхĕсенче пĕр çын пуçне 489,89 тенкĕ, участникĕсемпе çар ĕçĕн ветеранĕсем _ 284,82, инвалидсем 227,86 тенкĕ илсе тăрĕç.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакан федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансене йĕркипе шутласа _ 692,79; 402,79; 322,23 тенкĕ-шер тивĕçмелле.
Пỹрт-çурта хутман тапхăрта компенсаци тỹлевне саккунпа килĕшỹллĕн çĕнĕрен пăхса тухаççĕ. Халăхăн çак ыйтупа социаллă хỹтлĕх пайне çỹресси çук.
Тĕслĕхрен: 70 тăваткал метрлă çуртра пиллĕкĕн пурăнаççĕ. Коммуналлă тивĕçтерỹсемшĕн уйăхсерен вĕсем 5000 тенкĕ тỹлеççĕ. Кашнийĕшĕн пуçне пиншер тенкĕ тухать. Пĕри _ инвалид. Ăна 50 процент компенсаци (500 тенкĕ) тивĕçмелле. Кунта вара тỹлевпе кашни уйăхрах тỹрĕ кăмăлтан татăлса пынине те шута илеççĕ.
Н. НИКИТИНА, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)