05 апреля 2016 г.
Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртес, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас тесен çỹремелле, курмалла. Аталанса пыракан хуçалăхсен вара кăтартмалли те çителĕклех. Çакна шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов ертсе пынипе апрелĕн пĕрремĕшĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем, зоотехниксемпе ветспециалистсем Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи тулли мар яваплă "Цильна" пĕрлешĕвĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă (ỹкерчĕкре унăн саманчĕ).
Патăрьелсене хуçалăха 30 çул ытла ертсе пыракан Б. Гафуров, Çĕпрел районĕн ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ И. Мухаметзянов, Кĕçĕн Чăнлă (Малоцильнинское) ял тăрăх пуçлăхĕ Э. Хакимов кĕтсе илнĕ. Вĕсем хăйсен пурнăçĕпе, малашлăхри тĕллевĕсемпе, патшалăх паракан пулăшусемпе, вăл шутра уйрăм хушма хуçалăхсене те, паллаштарнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн делегацийĕ Заббаровсен çемйи сĕтрен тăвакан продукци цехне, пĕрлешỹ выльăх-чĕрлĕх валли хутăш апат хатĕрлекен çĕре, фермăсене çитсе курнă.
_ "Цильна" пĕрлешĕвĕн опычĕ пирĕншĕн питĕ паха пулчĕ. Вĕсенчен вĕренмелли нумай. Хуçалăхăн 6,5 пин гектар çĕр. Выльăх йышĕ 3,5 пин, унтан сăвакан ĕне 750 пуç. Пĕрлешỹре апат çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ăна çулталăк çурă валли янтăлаççĕ. Çавăн пекех хăйсен комбикорм цехĕ те пур. Кашни эрнекун санитари кунĕсене ирттереççĕ. Витесем кивĕ пулсан та пур çĕрте те тасалăх хуçаланать. Кадрсем те питĕ вăйлă.
Çĕпрел районне каясси пирки пур хуçалăх ертỹçине те пĕлтернĕччĕ. Шел пулин те, нумайăшĕ килмерĕç. Хăйсен специалисчĕсене те ямарĕç. Сăнанă тăрăх, районта лайăх аталанса пыракан хуçалăхсен "тилхепине" тытакансемех ыттисен опычĕпе паллашма тухса çỹреççĕ. Кайран вĕсем курнă ырă енсене пурнăçа кĕртеççĕ. Теприсем вара мăклансах ларнăран вырăнтан та хускаласшăн мар. Паян çĕнĕлĕхсемпе усă курмасан, кивĕлле çеç ĕçлесен малалла каяймастпăр, _ терĕ Л. Кузнецов çул çỹреве пĕтĕмлетнĕ май.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)