05 апреля 2016 г.
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта районти "Excelsiour" фестиваль- конференци иртрĕ. Кăçалхине, ытти çулсемпе танлаштарсан, урăхларах йĕркеленĕ.
Ют чĕлхепе "Чĕлхе пĕлĕвĕ" тата "Çĕршыв пĕлĕвĕ" секцисене хутшăнакансем чылай пулчĕç. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 10 класра вĕренекен Т. Грачева (вĕрентекенĕ З. Чабатова) илемлĕ калаçнипе тата хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнипе пурне те тыткăнларĕ. Вăл "Чĕлхе пĕлĕвĕ" секцинче 1-мĕш вырăна тухрĕ. Çак шкулти А. Сироткина (вĕрентекенĕ Ф. Югаметова) тата Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулти А. Сельцова (вĕрентекенĕ Т. Щукина) 2-мĕш пулчĕç. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти А. Петрова (ертỹçи С. Абейдуллова) тата Турханти вăтам шкулти Р. Богданова (ертỹçи М. Стефейкина) вара 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.
"Çĕршыв пĕлĕвĕ" секцине хутшăнакансен хушшинче кĕрешỹ çивĕчрех пулчĕ. Аслă Чементи вăтам шкулти А. Ананьева тата И. Дубинина çулĕ-сем çамрăккине пăхмасăрах 1-мĕш тухма пултарчĕç. Вĕсем хăйсен тĕпчев ĕçне паллă Швеци ăсчахĕ А. Нобель тата унăн призĕ çинчен хатĕрленĕ. 2-мĕш вырăна Шăнкăртамри Феизов ячĕпе хисепленекен шкулти А. Курякова тата Шăнкăртамри 1- мĕш вăтам шкулти А. Валитовăпа А. Якупова пайларĕç. Вĕрентекенĕсем _ Ч. Ишмуратова тата Л. Якушева. Хирти Пикшикри Г. Хамдеевăн (ертỹçи Н. Петрова) тата Первомайскинчи М. Кошкинăн (ертỹçи И. Матюшкина) тĕпчев ĕçĕсене 3-мĕш вырăнпа хакларĕç жюри членĕ-сем. Районти акăлчан чĕлхипе вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи З. Чабатова конференцине хутшăннисенчен ытларахăшĕ лайăх хатĕрленнине палăртрĕ. Çитменлĕхсене те асăнчĕ.
Н. КОШЕЛЕВА, Аслă Чементи вăтам шкулта акăлчан чĕлхипе вĕрентекен
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)