05 апреля 2016 г.
Раççей спорт мастерĕ М. Тазетдинов призĕсене кĕрешсе (Корэш) илессишĕн пынă республика турнирĕ те хăйне кура интереслĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансем 10 виçе категорийĕпе ăмăртрĕç. Кавир çине хамăр тата республикăри ытти районти спортсменсемсĕр пуçне Чĕмпĕр, Пăва тăрăхĕнчисем те тухрĕç. Шăнкăртамсем вара малти вырăнсене ытларах çĕнсе илчĕç. Хăйсен виçе категорийĕсенче С. Асеинов, И. Хуснетдинов, Р. Алеев, Айдарпа Алмаз Сафияновсем, А. Ишмуратов, И. Кеметов пĕрремĕш йышăнчĕç. Хирти Пикшикри И. Шарафутдиновпа Тутар Республикинчи Э. Ибрагимов 65, 70 килограмлисене парăнтарчĕç. Р. Кардонов (тренерĕ Э. Мтиев) абсолютлă чемпион пулчĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)