05 апреля 2016 г.
Шупашкарта ĕнер çирĕммĕш Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ вĕçленчĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшă- рĕпе Лариса Юрьевнăпа Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕнче пулнă. Кăçалхи, юбилейли _ çирĕммĕшĕ _ пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче премьерăпа уçăлнă. Петр Чайковскин "Спящая красавица" ĕçĕ вăл е ку театр мĕнле шайрине, унăн хăватне, пултарулăхне кăтартса, уçса паракан пулăм. Вăл пурри театр анлă çулпа утнине, аталаннине палăртать. Çулсерен балет форумĕн ĕçĕ анлăланса пырать, чаплăран та чаплă специалистсем хутшăнма кăмăл туни те çакнах çирĕплетет. "Спящая красавица" малтан та пулнă пирĕн. 20 çул каялла ăна сцена çине Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Трощенко кăларнă.
Кăçал куракансем Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ, театрăн балет труппин пултарулăх ертỹçи Данил Салимбаев лартнă спектакльпе паллашнă. Спектакль сумне ỹстерме ташă ăстисем кăна мар, вĕсен çинчи тум та, декораци те витĕм кỹнĕ. Ку енĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Валентин Федоров тата тумсен ỹнерçи Нина Федорова (Мускавран килнĕ хăна), кĕвĕ ертỹçи тата дирижер Ольга Нестерова уйрăмах тăрăшнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)