05 апреля 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçлекен Координаци канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешес енĕпе ĕçлекен Координаци канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Рес- публика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре коррупцине хирĕç кĕрешессипе комплекслă ĕçсем пурнăçланса пынине каланă. Чăваш Республикин прокурорĕ Сергей Легостаев патшалăх заказсем пирки чарăнса тăнă, уйрăм саккун йĕркисем çинчен сăмах пуçарнă. Прокурор пĕлтернĕ тăрăх, саккуна пăснă тĕслĕхсем 2014 çулхипе танлаштарсан 2015 çулта 3 пин ытла ỹснине пĕлтернĕ.
Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Тимофеев вĕсен министерствинче коррупцине хирĕç кĕрешессипе ятарлă ĕç ушкăнĕ ĕçленине каланă. Пĕлтĕр вĕсен служби коррупци енĕпе 290 йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнине, пурне те вăхăтра явап тыттарма май килнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Юрий Васильев коррупцине хирĕç кĕрешессипе саккуна пăхăнса тимлĕ ĕçленине пĕлтернĕ.
Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин патшалăх тата муниципалитет контракчĕсем пирки, Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтĕрхи çул бюджетран уйăракан укçа-тен- кĕпе организацисем тĕллевлĕн усă курнипе курманнине сахал мар тухса тĕрĕсленине каланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)