05 апреля 2016 г.
Çынсене киленỹ, хавас кăмăл тупма пулăшакан професси те пур çĕр çинче. Уяв вăхăчĕсенче тĕрлĕ юрă-кулăпа илĕртме пултараççĕ вĕсем. Хуйхă-суйхă та хыçа юлать çакăн пек чухне. Районти культура çурчĕсенче ĕçлекенсем ĕнтĕ вĕсем.
Мĕн чухлĕ уяв тиенмест-ши юрă-ташă ăстисем çине? Календарьпе, профессипе, ялпа, ача-пăчапа, çемьепе... çыхăннăскерсем тата ыттисем те. Çынсем хаваслă каннă чухне культура ĕçченĕсем сцена çинче, ыттисене уяв кăмăлĕ парнелеççĕ. Шăпах çакна палăртма тăрăшрĕ район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов культура ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă май. Рудольф Васильевич кăçал вĕсем çĕнсе илнĕ тỹпемсем çинче чарăнса тăчĕ, ăшшăн саламларĕ.
Культурăна пĕр тикĕс аталантарса пырас тесен патшалăх пулăшăвĕ те кирлĕ. Çавна май ăста квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес, пурлăхпа техника базине пуянлатас, çак сферăра ĕçлекенсене хỹтĕлес ыйтусем малашне те тимлĕхре пулаççех.
Хăйсен тивĕçне культура ĕçченĕсем кирлĕ пек пурнăçласа пыраççĕ. Вĕсен ăсталăхĕ те, пуçарулăхĕ те пур. Çак сăмахсем тĕпре пулчĕç уявра. Тăрăшуллисем вара чыса тивĕçеççех.
Уяв ячĕпе саламланă май районти централизациленĕ клуб системин директорĕ А. Овчинникова (ỹкерчĕкре Кивĕ Катекри культура çурчĕн директорне В. Ларионова саламлать), библиотека ертỹçи Н. Исаева, Турхан тата Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А. Сымовпа Н. Раськин, "Авангард" хаçат редакторĕ Н. Мазякова, "Çăкăр" музей директорĕ О. Гусарова тата ыттисем тивĕçлисене тав туса Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕç.
Уява "Выля хут купăс, янра такмак" фестиваль малалла тăсрĕ.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)